Вырма ыйтӑвӗпе канашлу иртрӗ

Вырма ыйтӑвӗпе канашлу иртрӗ

Округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче йӗркеленӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисен канашлӑвне округӑн ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.Н.Раськин уҫрӗ. Ӑна депутатсен июлӗн 26-мӗшӗнче иртнӗ Пухӑвӗнче округ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннӑ. Малтанах Николай Никандрович хӑйӗнпе кӗскен паллаштарчӗ. Вӑл ҫар ҫынни пулнӑ, тӑван ене таврӑнсан Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче, Патӑрьел муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче ӗҫленӗ. Канашлура округ пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ  А.Н.Осипов та пулчӗ. Вӑл ертӳҫӗсене округри ял хуҫалӑх отрасльне аталантарас енӗпе хӑйне пулӑшса пынӑшӑн тав турӗ, малашне те ӑнӑҫусем сунчӗ. Александр Николаевич, халӗ «Единая Россия» партин регионти ӗҫ тӑвкомӗнче ӗҫленӗ май,  ял хуҫ алӑхӗнче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн «Урожай» колхозӑн, «Луч», «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗсен, «Родина» ООО, «Слава картофелю» агрофирма ертӳҫисене Ю.В.Егорова, А.В.Семенова, М.Р.Афанасьева, А.Е.Потемкина, Х.С.Идиатуллина партин Тав ҫырӑвӗсене парса чысларӗ.

Николай Никандрович канашлу ӗҫне калаҫу е ҫавра сӗтел евӗр йӗркелесе пыма тӑрӑшрӗ. Калаҫу тӗпрен илсен вырма пирки пычӗ пулсан та, ытти ыйтусем ҫинче те чарӑнса тӑчӗҫ . Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ М.А.Илларионова округ центрӗнчи Буденнӑй урамӗнче тума палӑртнӑ ҫемье паркӗ пирки ӑнлантарса пачӗ. Ӑна валли патшалӑх 2 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Ӗҫе йӗркелесе капӑрлӑхпа хӑтлӑх кӗртме уйрӑм ҫынсем те, предприятисемпе организацисем те кӑмӑлтан укҫа-тенкӗ хывма пултараҫҫӗ. Мария Алексеевна вӑл парк ҫӗнӗ ҫемье ҫавӑракансемшӗн асра юлмалли вырӑн пултӑр тесе тӑрӑшмаллине палӑртрӗ.

Ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн ертӳҫин ӗҫӗсене тӑваканӗ М.М.Зайнуллин округра вырма ӗҫӗсем мӗнле пынипе паллаштарчӗ. Кӑҫал ял хуҫалӑх предприятийӗсен 14 пин ытла гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем пуҫтарса илмелле. Хуҫалӑхсем тӗпрен илсен вырмана хатӗр. Округри темиҫе хуҫалӑхӑн комбайнӗсем хире тухнӑ та ӗнтӗ.

Выльӑх-чӗрлӗх чирӗсене хирӗҫ  кӗрешес енӗпе ӗҫлекен Комсомольскинчи станци начальникӗ С.А.Васильев кӑҫалхи ҫур ҫулта округра пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки чарӑнса тӑчӗ. Уйрӑмах хӑрушӑ чирсем пирӗн пата лекесрен асӑрханмалли мероприятисене туллин туса ирттернӗ. Анчах та кӳршӗ регионсенче уртаракан чир, кайӑк-кӗшӗк грипӗ, Ҫӗпӗр язви тата ытти чирсене тупса палӑртнӑ май вӗсем пирӗн территорине лекесрен асӑрханмаллине палӑртрӗ.

Хальхи вӑхӑтра ял хуҫалӑхӗнчи пур ӗҫ  те тенӗ пекех техника ҫине тиенет. Ҫавӑнпа та вӗсен юсавлӑхӗ, ӗҫ леттернӗ чухнехи хӑрушсӑрлӑх тӗп вырӑнта тӑмалла. Округри предприятисенче техника тӗрӗслевӗ мӗнле иртни пирки Патшалӑх техника надзорӗн округри уйрӑмӗн тӗп инженерӗ С.Н.Кокарев каласа пачӗ.

Тӗрлӗ ыйтусем терӗмӗр те, пуҫтарӑннисем ҫутҫанталӑка пула тухса тӑнӑ чрезвычайлӑ лару-тӑру пирки те, Кӗтне юханшывӗнче пулӑсем вилни, хуҫасӑр йытӑсем ҫинчен те калаҫрӗҫ .

Ҫанталӑк хӗвеллӗ те уяр тӑрать. Ҫавӑнпа та ертӳҫӗсене пуринчен ытларах тырпула пуҫ тарса кӗртесси хумхантарчӗ. Нумай калаҫса лармасӑр вӗсем хӑйсен хуҫалӑхӗсенче вырма ӗҫне йӗркелеме васкарӗҫ.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *