Май уйӑхӗн вӗҫӗнче, калчасем мӗнле шӑтнине пӑхма тухнӑ ушкӑн, «Искра» колхоз хирӗсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн, вӗсене лайӑх хак панӑччӗ. Унтанпа кунта агротехника ӗҫӗсем чылай пурнӑҫласа мӗн акни аван ҫитӗнтӗр тесе нумай тӑрӑшнӑ.
Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхра пикенсех вырма ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. «Вектор» икӗ комбайн экипажӗсем хирте ҫаврӑм хыҫҫӑн ҫаврӑм туса урпана вырса ҫапса тӗшӗленӗ ҫӗрте тӑрӑшаҫҫӗ. «Хир карапӗсемпе» Сергей Мартыновпа Александр Зайцев ӗҫлеҫҫӗӗ Комбайнсенчен пӗри ҫӗнӗ, пуҫласа вырмана хутшӑнать. Ăна хуҫалӑх патшалӑх паракан пулӑшупа усӑ курса туяннӑ. Андрей Руссаков, Александр Сорокин, Александр Мартынов водительсем «уй-хир — йӗтем» маршрутпа рейс хыҫҫӑн рейс тӑваҫҫӗ. Килнӗ тырра йӗтемре ҫийӗнчех тасатса пыраҫҫӗ. Кунти ӗҫсене Елена Макарова заведующи йӗркелесе тӑрать.
— Кӑҫал колхозӑн 500 гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем пуҫтарса илмелле. Хирсем япӑх мар тухӑҫ парасса шанатпӑр. Хальлӗхе урпа кашни гектар пуҫне 33 центнер тухать, — каласа парать колхоз председателӗ А.Н.Зайцев.
Тырӑ вырнипе пӗрлех хуҫалӑхра суха ӗҫӗсем те пыраҫҫӗ. Александр Безрукин механизатор кӗр тыррисем акма ҫӗр хатӗрлетчӗ. Иртнӗ ҫул колхоз 90 гектар ҫине кӗр тыррисем акса хӑварнӑ, кӑҫал вӗсен лаптӑкне 150 гектара ҫитерме палӑртаҫҫӗ. Кунта тырпултан пушаннӑ хирсене ҫийӗнчех сухаласа пырассине йӑлана кӗртнӗ. Пӗлтӗр те колхоз пӗтӗм лаптӑка кӗркуннех ҫӗртме туса хӑварнӑ. Улӑма та пуҫтарса ҫийӗнчех тюклаҫҫӗ.
Хуҫалӑх хальлӗхе 1000 тонна сенаж, утӑ хатӗрленӗ. Председатель утҫире Николай Кокшин, Сергей Мартынов, Владимир Ксенофонтов, Александр Безрукин, Руслан Морозов, Андрей Руссаков тата ытти механизаторсем те тӑрӑшса ӗҫленине палӑртрӗ. «Трактористсем пурте тӑрӑшуллӑӗ Пӗр ӗҫрен пушансан ҫийӗнчех тепӗр ӗҫе пуҫӑнаҫҫӗ. «Çу кунӗ — хӑналӑх» тенине лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Кашни уяр кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ», — тет Александр Николаевич.
Вырма хуҫалӑхра малалла пырать. Урпана пуҫтарса илнӗ хыҫҫӑн «хир карапӗсем» ыраш уйне куҫӗҫ.
Юрий ГАВРИЛОВ.