Понедельник, 15 июля

Юратнӑ ӗҫ — чун савӑнӑҫӗ

Кашни ҫын хӑйӗн хыҫҫӑн пурнӑҫра йӗр хӑварать. Ман паянхи сӑмахӑм Валентина Геннадьевна Петрова ҫинчен пулӗ. Вӑл Йӑлмахвари Нина Сидоровнӑпа Геннадий Николаевич Чаржовсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ачасен амӑшӗ ҫамрӑклах вилнӗ. Вӗсене тӑван мар амӑшӗпе, Зинаида Михайловнӑпа, ашшӗ Геннадий Николаевич, юратса пӑхса  ӳстернӗ. Ӳссе ҫитсен ачисем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне саланнӑ.

Валентина Комсомольскинче пурӑнать. Володя Чӑваш патшалӑх шыв хуҫалӑхӗн проект тӑвакан Шупашкарти институтӗнче 39 ҫул водительте ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Тӑрӑшулӑхӗшӗн вӑл ЧР Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин Хисеп грамотине илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Люся — Украинӑра, Сергей Белоруссире заводра ӗҫленӗ (вӗсем — йӗкӗрешсем). Кӗҫӗнни, Рая, Елчӗк районӗнчи тӗп библиотекӑра библиографра ӗҫлет.

Валентина — ҫемьери ачасенчен чи асли. Вӑл 1961—1968 ҫулсенче тӑван ялти шкулта вӗреннӗ. 1971 ҫулта, Хирти Явӑшри вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищине вӗренме кӗнӗ, икӗ ҫултан ӑна ӑнӑҫлӑ пӗтерсе тухнӑ. Дипломлӑ ҫамрӑк специалиста Елчӗк районӗн- чи Акчел ял библиотекине ӗҫлеме янӑ. Валентина библиотекарь ӗҫне питӗ юратнӑ. Тӗрлӗрен мероприяти, конкурс йӗркеленӗ, кӗнеке вулакансен йышне ӳстерме тӑрӑшнӑ. Ӗҫри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн 1975 ҫулта унӑн ӗҫ кӗнекинче пӗрремӗш тав сӑмахӗсем ҫырӑннӑ: «За хорошее культурное обслуживание населения и активную работу по подготовке и празднованию 30-летия Победы советского народа над фашистской Германией объявить благодарность». Ӗҫленӗ хушӑрах Валентина Геннадьевна И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче куҫӑмсӑр майпа вӗренме те вӑхӑт тупнӑ.

1978 ҫулта, Вениамин Николаевич Петровпа мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн, Комсомольски районӗнчи тӗп библиотекӑна ӗҫлеме куҫнӑ. 1982—1991 ҫулсенче Валентина Петрова парти райкомӗн политвӗренӳ кабинечӗн библиотекарӗнче вӑй хунӑ. Кун хыҫҫӑн, мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех, районти вӗрентӳ пайӗн методист ӗҫне тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫласа пынӑ. Шанса панӑ ҫӗрте тӳрӗ кӑмӑлпа, чун туртнипе тӑрӑшса ӗҫленӗ. Ӑна ӗҫтешӗсем хисепленӗ, пӗр-пӗрне яланах пулӑшса пынӑ. Районти вӗрентекенсемпе вӗренекенсене кирлӗ вӗренӳ пособийӗсемпе, шкул библиотекисене илемлӗ литературӑпа тивӗҫтерес енӗпе республика шайӗнче пирӗн район малтисен ретӗнче пулнӑ.

Валентина Геннадьевнӑн ӗҫ стажӗ 40 ҫул ытла, вӑл — ӗҫ ветеранӗ. ,ҫри ҫитӗнӳсемшӗн хӗрарӑм пӗрре мар Хисеп грамотисемпе Тав хучӗсем илме тивӗҫ пулнӑ. Ҫавӑн пекех В.Г.Петровӑна 2008 ҫулта «Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳ ӗҫӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑ парса чысланӑ.

Вениамин Николаевичпа Валентина Геннадьевна икӗ ача ӳстернӗ. Ачисем иккӗшӗ те аслӑ пӗлӳ илнӗ, мӑшӑрлӑ, ача-пӑчаллӑ. Ывӑлӗ Саша республикӑри шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫлет, вӑл вӗри точкӑсенче  те пулнӑ, хӗрӗ Мария бухгалтерта тимлет.

Тивӗҫлӗ канура пулсан та, Валентина Геннадьевна ӗҫсӗр ларма хӑнӑхман. Вӗсем мӑшӑрӗпе хуҫалӑхра чӑх-чӗп тытаҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ ҫитӗнтереҫҫӗ, куҫа илӗртекен тӗрлӗ чечек ӳстерсе тавралӑха илем кӗртеҫҫӗ.

Павел ЗАЙЦЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *