Халӑхпа влаҫ — тачӑ ҫыхӑнура

Халӑхпа влаҫ — тачӑ ҫыхӑнура

Июлӗн 19-мӗшӗнче Комсомольски муниципаллӑ окру- гӗнче, пӗтӗм Чӑваш Енри пекех, Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Информушкӑн ӗҫне Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров ертсе йӗркелесе пычӗ.

Тӗл пулӑва пуҫтарӑннисем муниципалитет округӗнчи картиш территорийӗсене тирпей-илем кӗртес, муниципалитетсем хушшинчи пассажирсене турттармалли тӑтӑш ҫӳрекен     маршрутсем йӗркелес, экологи  требованийӗсене пӑханманни, юханшывсене сиенлӗ каяшсем юхтарса кӑларса вӗсене варалани ҫинчен калакан ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухрӗҫ. Ҫавӑн пекех социаллӑ сетьсенче пирӗн тӑрӑхри граждансене мӗн пӑшӑрхантарнипе те паллашрӗҫ. Тӗл пулӑва «Слава картофелю» агрофирма, «Тан» СПКК, «Агромол» ССППК, «Сӗт комбиначӗ», «Тав», «Кооператор»,  «Комбинат питания», «Изамбаевский» сӗт завочӗ ООО-сен, райпо представителӗсем те хутшӑнчӗҫ.

Тасатмалли сооруженисем тума хушнӑ организацисем ҫак кунччен мӗнле ӗҫ туса ирттернине хакларӗҫ. Комсомольски округӗнчи ҫул-йӗр чӑрмавӗсене пӗтерес, хыт-хура кашласа ларакан вырӑнсене тасатас, больница валли хӑтлӑ парковка тӑвас ӗҫсемпе те паллашрӗҫ.

Спикерсем пур ыйтӑва та пӑхса тухса сӳтсе яврӗҫ. Халӑхпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени пысӑк пӗлтерӗшлӗ, ҫакна асра тытса ҫӗнӗ утӑмсем тума пӗрле тӑрӑшмалли ҫинчен те асӑнса хӑварчӗҫ влаҫра тӑрӑшакансем. 

Анна МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *