Сутуҫӑ ӗҫӗ кӑсӑклӑ

Сутуҫӑ ӗҫӗ кӑсӑклӑ

Хӑш чухне сутуҫӑ ӗҫӗ чи ҫӑмӑлли пек туйӑнать, анчах та ку апла мар, паллах. Вӑл — паха та кирлӗ, пур енчен те яваплӑ та ҫӑмӑл мар ӗҫ. Лайӑх сутуҫӑн таварсен ассортиментне, хакӗсене аван пӗлмелле. Ҫавӑн пекех тавар илекенӗн кӑмӑлӗ тултӑр тата тепӗр хут туянма килтӗр тесе вӗсен вӑрттӑнлӑхӗсене туймалла. Ҫакӑн пек пулать те ӗнтӗ чӑн профессионал.

Суту-илӳ ӗҫченӗсен уявӗ умӗн эпир ҫак професси пирки райпон Тури Тимӗрчкасси ялӗнчи магазинӗнче тӑрӑшакансемпе тӗплӗнрех калаҫрӑмӑр. Кунта яланах таса, тирпейлӗ, пӗтӗм ассортимент куҫ умӗнче, тавара ҫӳлӗксемпе витринӑсем ҫине меллӗ вырнаҫтарнӑ. Сутуҫӑсем яланах ӑшӑ кулӑпа кӗтсе илеҫҫӗ, кирлӗ тавар сӗнеҫҫӗ.

Эпир асӑннӑ лавккара вӑр-вар та маттур Галина Красновӑпа Галина Галкина вӑй хураҫҫӗ. Вӗсен ӗҫ стажӗ аванах пысӑк. Иккӗшӗ те 2002 ҫулта ӗҫе кӳлӗннӗ. Хӗрарӑмсем каланӑ тӑрӑх, ку профессие чунпа килӗштерсе суйланӑ. Малтанах вӗсем ҫӑмӑл мар ӗҫӗн мӗнпур кӑткӑслӑхне пӗлмен, паллах. Ҫакна опыт пухӑннӑ май хӑнӑхса пынӑ. Ку ӗҫре те, ытти сферӑри пекех, пурлӑх яваплӑхӗ пур. Ревизи, тавар илекенсемпе куллен хутшӑнни сахал мар вӑй пӗтерет.

«Сутуҫӑн нумай вӑхӑт хушши ура ҫинче ирттерме тивет. Тавар туянакан лавккаран тав туса та тулли кӑмӑлпа тухса кайтӑр, татах килсе ҫӳретӗр тесе тӑрӑшатпӑр. Ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлни питӗ пӗлтерӗшлӗ, вӗсемпе калаҫса чуна уҫатӑп. 21 ҫул пӗр ҫӗрте ӗҫлени йӑлӑхтармалла пек, анчах та кашни кун тӗрлӗрен килет. Ҫак профессие суйласа йӑнӑшмарӑм, ӑна питӗ юрататӑп», —  шухӑш-кӑмӑлне палӑртрӗ Галина Краснова.

Хӑшӗ-пӗри лавккана тавар туянма мар, чунне уҫса калаҫма, юлашки хыпарсене сӳтсе явма килет. Лавккасенче ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илекен сутуҫӑсене курма уйрӑмах кӑмӑллӑ.

Алиса ОСИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *