Асран ҫухалмӗҫ вӑл кунсем

Асран ҫухалмӗҫ вӑл кунсем

Асран кайми студент кунӗсем! Унтанпа ҫулсем чылай иртнӗ пулин те, тепӗр чухне куҫ умне тухаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтри хаваслӑ кунсем патне тавӑраҫҫӗ.

1957 ҫул. Эпӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗрремӗш курс пӗтертӗм. Пире, студентсене, комсомол путевкисем пачӗҫ, пурте ҫула тухма хатӗрленетпӗр. Алтай крайӗнче тырпула пуҫтарса кӗртме пулӑшма каятпӑр. ВЛКСМ Центральнӑй Комитечӗ Чӗнсе каланине ырласа йышӑнтӑмӑр та, пирте хавхалану тапса тӑрать.

Августӑн 2-мӗшӗнче пурте Шупашкарти Советсен ҫурчӗ умне пуҫтарӑнтӑмӑр. Кунта пысӑк митинг ирттерчӗҫ. Ун хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑн юрласа вокзалалла утрӑмӑр. Отряд начальникӗ Г.И.Воронов команда пачӗ те, пурте пуйӑс ҫине лартӑмӑр. Тавар пуйӑсӗ ҫӗнӗскер, кашни вакунра 50—60 ҫын, ҫывӑрма нарсем вырнаҫтарнӑ. Пире, ҫамрӑксене, халиччен ҫитсе курман Алтай ҫӗрӗ ҫинче мӗн кӗтни шухӑшлаттармасть, вырӑсла та, чӑвашла та юрӑсем шӑрантаратпӑр, шӳтлесе хавассӑн кулатпӑр. Вакун алӑкӗсем ҫине «историки». «физики», «химики», «лингвисты», «иняз»… тесе ҫырнӑ та, пӗлӗшсене тупма ҫӑмӑл. Пирӗн пӗрлештернӗ отрядра 2100 ҫын-ҫке. Пуйӑс хӑй еккипе кӑлтӑртатса малаллах чупать, хула хыҫҫӑн хула, ял хыҫҫӑн ял хыҫа юлать. Чӳречерен вӑрмансемпе хирсем, кӳлӗсемпе юханшывсем мӗлтлетсе юлаҫҫӗ. Акӑ, Урал тӑвӗсем те курӑнчӗҫ. Мӗн тери илӗртӳллӗ те мӑнаҫлӑ вӗсем. Паянхи  кун та куҫ умӗнче тӑраҫҫӗ. Европа пӗр енче, Ази тепӗр енче пулнине кӑтартакан стрелкӑсене куратпӑр. «Широка страна моя родная» юрра шӑрантаратпӑр. Кашни пысӑк хуларах пире салтак апачӗ ҫитереҫҫӗ.  Салтаксен мунчинче те ҫӑвӑнса куртӑм. 2000 ҫухрӑм хыҫа хӑварса Барнаул хулине те ҫитрӗмӗр. Кунта вара пире пайласа ячӗҫ. Эпир Белоглазово районӗнчи Воробьево ялне ҫитрӗмӗр. Тутлӑ апат ҫитернӗ хыҫҫӑн пире  тӑватӑ ҫухрӑмри хирти стана ӑсатрӗҫ. Хӗрсене пӗр, каччӑсене тепӗр пӳлӗме вырнаҫтарчӗҫ. Кунта ҫывӑрма ҫемҫе краватьсем хатӗрлесе хуман. Нарсем ҫине выртсах ҫӗр каҫнӑ. Юнашарах — столовӑй, кунне виҫӗ хутчен апат ҫитеретчӗҫ. ,ҫлеме ирхине ҫичӗ сехетре пуҫлаттӑмӑр. Выр-ма пуҫланиччен тырӑ хумалли вырӑнсем туса йӗркене кӗртрӗмӗр. Каччӑсем Чарыш юханшывӗ хӗррипе утӑ та турттарнӑ, тырӑ  вырма пуҫласан сӗм ҫӗрлене те юлаттӑмӑр. Студентсен тӗрлӗ ӗҫ тума тиветчӗ. Вӗсем  комбайнпа тырӑ та вырнӑ, автомашинӑсемпе турттарнӑ. Тасатнӑ тырра 80 ҫухрӑмри элеватора леҫеттӗмӗр. Йӗтем ҫинче ӗҫ шавӗ пӗр самант та   шӑпланман. Чӑваш халӑхӗн ывӑл-хӗрӗ кунта чӑннипех те ӗҫчен пулнине туллин ҫирӗплетсе пачӗ. Яш-кӗрӗм ывӑннине те пӗлмен, каҫсерен  ял ҫыннисене хаваслӑ юрӑсемпе савӑнтараттӑмӑр. Пирӗн ӗҫ-хӗл ҫинчен В.Романов «Светлый путь», «Триумфальная студенческая целина» кӗнекесенче тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. «Таких трудовиков  мы в жизни не видали», тетчӗҫ вырӑнти ҫынсем. Ҫамрӑк пулнӑ та, чӑннипех те ӳркенсе тӑман.

Алтай крайӗнче ҫав ҫул  студентсен 22 отрячӗ вӑй хунӑ. Ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе пирӗн республикӑри студентсем пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш тӑрӑхӗнчи студентсен отрядне ВЛКСМ Центральнӑй Комитечӗн куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялавне парса чысларӗҫ, ӑна ӗмӗрлӗх упрама хӑварчӗҫ. 1010 студента «За освоение целинных земель» медаль парса чысларӗҫ. Ӑна эпӗ те илме тивӗҫлӗ пултӑм. Кунсӑр пуҫне уйрӑмах хастар та пултаруллӑ хӗрсемпе каччӑсене Хисеп грамотисемпе, паллӑсемпе наградӑланӑ, парнесем парса хавхалантарнӑ. Студентсем хушшинче тырӑ илсе килекенсем те пулчӗҫ.

Октябрь уйӑхӗ. Ирхине умывальникре те шыв шӑнса ларать. Эпир киле кайма пуҫтарӑнтӑмӑр. Пурин кӑмӑлӗ те лайӑх, хӑшӗ-пӗри ҫӗнӗ тумсем туянма та ӗлкӗрнӗ.  Пурте тӳпенелле тинкеретпӗр. Ҫав ҫул Совет Союзӗ космоса пӗрремӗш хут искусственнӑй спутник вӗҫтерсе янӑ пулнӑ. Ҫакӑ та ватлӑх ку- нӗнче асӑма килчӗ. Ҫапла чӑваш студенчӗсем Алтай крайӗнче пурӑнакансене пулӑшу парса пархатарлӑ ӗҫ турӗҫ. Вӗсен йышӗнче эпӗ те пулни савӑнтарать.

Анна Ежергина,

педагогика ӗҫӗн ветеранӗ,

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *