Понедельник, 22 апреля

«Агро-100» клубра – округри 14 хуҫалӑх

«Агро-100» клубра – округри 14 хуҫалӑх

Чӑваш Республикинче ҫулсеренех чи лайӑх 100 ял хуҫалӑх организацийӗн рейтингне йӗркелеҫҫӗ, вӗсем «Агро-100» клуб йышне кӗреҫҫӗ.  Тишкерӗве Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви хушнипе «Агро-инновации» КУП  ирттерет, ҫулталӑк отчечӗсем тӑрӑх ял хуҫалӑх организацийӗсен ӗҫ-хӗлӗн экономика кӑтартӑвӗсене танлаштарать.

Иртнӗ ҫулсенчи пекех, 2022 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Енри чи тухӑҫлӑ ӗҫлекен ял хуҫалӑх предприятийӗсен рейтингне тунӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи агропромышленность комплексӗн 14 организацийӗ «Агро-100» клуба кӗнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ, «Слава картофелю» агрофирма пӗрремӗш теҫеткере (рейтингӑн пиллӗкмӗш йӗркине йышӑнать). Ҫаплах ҫак рейтингра «Рассвет» ЯХПК (12 вырӑн), «Комсомольские овощи» агрофирма (16 вырӑн), «Асаново» ЯХПК (34 вырӑн), «Искра (52 вырӑн) тата «Урожай» (60 вырӑн) колхозсем, «Луч» (65 вырӑн), «Слава» (72 вырӑн), «Восток» (78 вырӑн), «Труд» (81 вырӑн), «Победа» (86 вырӑн), «Дружба» (95 вырӑн) ял хуҫалӑх производство кооперативӗсем тата «Сюрбеево» (83 вырӑн), «Дубовка» (89 вырӑн) ООО-сем. Сӑмах май каласан, пирӗнпе кӳршӗллӗ Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчен «Агро-100» клуба 5, Елчӗк округӗнчен 11 предприяти кӗнӗ.

«Агро-100» клуба Чӑваш Енре туса хунӑранпа 18 ҫул ҫитнӗ ӗнтӗ, вӑл йӑлана кӗнӗ. Ӗҫе мӗн тери тухӑҫлӑ йӗркеленине, мӗнле пулӑшу кирлине, ыттисен малта пыракан меслечӗсене алла илмеллине ӑнланса илме регионти ял хуҫалӑх организацийӗсен кӑтартӑвӗсене 18 ҫул тишкереҫҫӗ. «Агро-100» клубра пуласси — сумлӑ!» — палӑртать вице-премьер, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.

Эпир вара чи лайӑх 100 предприяти йышне кӗнӗ округри хуҫалӑхсене саламлатпӑр, малашне те тухӑҫлӑ ӗҫлеме вӑй-хал сунатпӑр.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *