Вырма умӗн министр уй-хирсене ҫитсе ҫаврӑннӑ

Вырма умӗн министр уй-хирсене ҫитсе ҫаврӑннӑ

Утӑ уйӑхӗн ҫурри иртрӗ те ӗнтӗ, кӗҫех ҫӗр ӗҫченӗсемшӗн ҫулталӑкри чи хӗрӳ вӑхӑт — вырма — пуҫланать. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе, ҫак тапхӑр умӗн Чӑваш Ен вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тата республикӑри пысӑк ял хуҫалӑх организацийӗсен ертӳҫисем ҫулсерен тӗрлӗ округсенчи уй-хире ҫитсе кураҫҫӗ, ака лаптӑкӗсене пӑхса тухаҫҫӗ. Вӗсенчен кашниех ӗҫтешӗсене хӑйсен опычӗпе, пӗлӗвӗпе тата организацисене аталантарас енӗпе ӗҫлекен канашӗсемпе паллаштарма пултарать. Кӑҫал ҫакнашкал смотр июлӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ.

 «Кӑҫалхи вырма тапхӑрӗнче республикӑри ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсен 303 пин гектар ҫинчен 750 пин тонна пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене пухса кӗртмелле. Типӗ ҫанталӑка пула ҫурхи тыр-пулӑн пӗр пайне, шел пулин те, ҫухатрӑмӑр, анчах лартнӑ задачӑран пӑрӑнмалла мар», — палӑртнӑ министр.

,ҫлӗ ушкӑн Ҫӗрпӳ, Канаш, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Красноармейски, Шупашкар округӗсенчи хуҫалӑхсене ҫитнӗ. Хӑнасем ҫавӑн пекех Комсомольски округӗнчи «Луч», «Рассвет» ял хуҫалӑх производство кооперативӗсенче те пулса кунти ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ. 

«Тыр-пул лайӑх тухӑҫпа савӑнтарасса шанатпӑр. Лаптӑкӗ пысӑках мар пирӗн — 810 гектар. Тӗпрен илсен, пӗрчӗллӗ культурӑсем ытларах — 400 гектар йышӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех 266 га нумай ҫул ӳсекен курӑк, ҫӗрулми, куккурус ҫитӗнтеретпӗр. Ҫитес эрнере пӑрҫа ҫапма тухӑпӑр. Тӗпрен илсен, тыр-пула выльӑх апачӗ хатӗрлеме усӑ куратпӑр, мӗншӗн тесен выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ усратпӑр», — паллаштарнӑ хӑйсен ӗҫ-хӗлӗпе «Рассвет» ЯХПК председателӗ Михаил Афанасьев.

Хальхи вӑхӑт тӗлне республикӑри ял хуҫалӑх организацийӗсемпе пысӑк хресченпе фермер хуҫалӑхӗсем пӗтӗмпе 69,7 пин тонна утӑ е планпа пӑхнин 66 проценчӗ, 220,4 пин тонна сенаж  (73,1%) хатӗрленӗ. Силос хывма та тытӑннӑ.

Смотра хутшӑннисем выльӑх апачӗ хатӗрлес енӗпе пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ, шухӑшӗсене итленӗ, сӗнӳсем панӑ.

Часах Чӑваш Енре регионӑн тӗп бренчӗ те — хӑмла —чечеке ларӗ. Асӑннӑ культура плантацийӗсем кӑҫал 133 га йышӑнаҫҫӗ, ку пӗлтӗрхинчен 8% нумайрах.

Уй-хир ӗҫӗсем епле пынипе паллашнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Ен вице-премьерӗ Сергей Артамонов пӗтӗмлетӳсем тунӑ. «Тыр-пул тухӑҫӗ япӑх мар пулмалла, мӗнпур элеватор, типӗтекен комплекссем тырӑ йышӑнма хатӗр. Пӗлтӗр тухӑҫ ӑнӑҫлӑ пулчӗ, анчах пысӑкрах хаксем кӗтнипе нумайӑшӗ тырра сутмарӗ, складсем тулса ларчӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗпе, Чӑваш Ен патшалӑх резервне ӳстерчӗ.  Ҫавна пула  пӳлмесем 2023 ҫулхи ҫӗнӗ тыр-пула йышӑнма каллех хатӗр», — ҫапла палӑртнӑ Сергей Геннадьевич.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *