Халӑх ыйтӑвне тивӗҫтересси – тӗп тӗллев

Халӑх ыйтӑвне тивӗҫтересси – тӗп тӗллев

Пирӗн тӑрӑхри ялсене Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче  районти потребительсен обществи ҫеҫ тӗрлӗ таварпа тивӗҫтернӗ. Кашни ялтах тенӗ пек лавккасем уҫса вӗсене ҫӗнетнӗ, ассортимента ӳстерсе пынӑ.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче уйрӑм ҫынсем те, предприяти-организацисем те суту-илӳпе ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Райпо магазинӗсен конкуренчӗсем хутшӑнчӗҫ. Ку лару-тӑрура республикӑри чылай районти потребительсен обществисем саланса пӗтрӗҫ. Пирӗн райпо вара рынок экономикин хутшӑнӑвӗсем умӗнче те ҫухалса каймарӗ. Е.И.Карпеев пӗлсе ертсе пынипе суту-илӳ точкисене юсаса лайӑхлатас, ҫӗнӗ объектсем хута ярас ӗҫсем малалла пычӗҫ. Паянхи кун та райпо коллективӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑрать. Халӑха тӗрлӗ таварсем сӗннипе пӗрлех, продукци те туса кӑларать, тӳлевлӗ пулӑшусем парать. Коллектива С.Н.Грачева председатель ӑнӑҫлӑертсе пырать. Ҫакна  кӑҫалхи май уйӑхӗнче Чӑвашпотребсоюз ЧР Цифра министерствипе пӗрле ирттернӗ семинар-канашлӑва хутшӑнакан хӑнасем те палӑртнӑччӗ. Ҫак кун Аслӑ Чурачӑк ялӗнче куллен кирлӗ таварсем сутакан магазина тӗплӗ юсав ӗҫӗсем хыҫҫӑн уҫрӗҫ. Ку вӑл семинар-канашлу тӗлне ятарласа тунӑӗҫ мар. Райпо кашни ҫулах суту-илӳ предприятийӗсенче хӑтлӑх кӗртме тӑрӑшать. Дизайн енчен лайӑхлатнипе пӗрлех клиентсене тавар суйласа илме майлӑ условисем туса парас тесе тимлет. Ялсенче уйрӑм предпринимательсен суту-илӳ точкисем  пулсан та ҫынсем райпо магазинӗсене кӗме тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсенче таварсем пахалӑхлӑрах пулнине, ассортимента ҫӗнетсе тӑнине палӑртаҫҫӗ. Заказсем парсан вӑл е ку таварсене базӑран илсе килессине те йӗркеленӗ. Инҫетри е пӗчӗк ялсене автолавкӑсемпе куллен кирлӗ таварсем илсе килсе сутас енӗпе те ӗҫлеҫҫӗ. Сутуҫӑсем халӑх ыйтӑвӗсене, мӗнле тавар ыйтнине шута илсе тӑраҫҫӗ, вӗсене ҫийӗнчех тивӗҫтерме тӑрӑшаҫҫӗ.

Райпо паянхи кун ыйтӑвӗпе тан утакан тытӑм. Хальхи вӑхӑтра пӗрлехи пӗлтерӗшлӗ уявсене кафе-ресторансенче паллӑ тӑвасси йӑлана кӗчӗ. Ҫакна шута илсе Асанкасси, Аслӑ Чурачӑк ялӗсенче кафесем уҫнӑ. Ҫак ял ҫыннисене хуласенчи ресторансемпе обществӑлла апатлану предприятийӗсене каймасӑрах вырӑнтах уявлама май парать.

Ял ҫыннисене эмелсемпе медикаментсемпе тивӗҫтерес енӗпе аптекӑсем уҫнӑ. Унти ӗҫченсем вӑл е ку препарат ҫук пулсан заказсем йышӑнса клиентсен ыйтӑвӗсене хӑвӑрт татса параҫҫӗ. Ветеринари аптеки те ялти выльӑх-чӗрлӗх усракансемшӗн меллӗ.

Райпо тытӑмӗнче производство предприятийӗсем те ӑнӑҫлӑӗҫлесе пыраҫҫӗ. Ҫӑкӑр завочӗ вун-вун тӗрлӗ продукци туса кӑларать. Вӗсене те тавар туянакансем килӗштереҫҫӗ. «Комбинат питания» ООО кӑларакан апат-ҫимӗҫ ассортименчӗ те пуянланса пырать. Продукци хӑвӑрт сутӑнса пӗтни халӑх вӗсене кӑмӑлланине ҫирӗплетет.

Райпо тӑтӑшах тӗрлӗ конкурссемпе фестивальсене  хутшӑнать. Акӑ,  иртнӗ ҫул вӗсем тӗрлӗ номинацире  призсем ҫӗнсе илнӗ. «Лидер продаж ветеринарных препаратов» конкурсра пӗрремӗш вырӑн, «Аптека — лидер Чувашпотребсоюза» конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫак ҫитӗнӳсем ӗҫе пӗлсе йӗркеленинчен килнӗ.

Паянхи кун райпо округра строительство материалӗсенчен пуҫласа хут-кӑранташ таран сутакан чи пысӑк тытӑм. Вӑл пурлӑх тата техника никӗсне ҫулсеренех ҫирӗплетсе пырать. Округра чи нумай налук хывакан организацисенчен пӗри. Райпо пирки чылай калама пулать. Вӗсен ӗҫӗ-хӗлне нумай ҫырмасӑрах округра пурӑнакансем куллен хӑйсен куҫӗсемпе кураҫҫӗ. Пӗтӗм Тӗнчери Коопераци кунӗ ячӗпе саламласа райпо ӗҫченӗсене ырлӑх-сывлӑх, тулли телей сунатпӑр. Малашне те округри халӑх ыйтӑвне туллин тивӗҫтерес тӗлӗшпе хастар ӗҫлеме вӑй-хал тапса тӑтӑр, ҫитӗнӳсем хавхалантарса пыччӑр.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *