Суббота, 7 сентября

Пултаруллӑ ертӳҫӗ

Пултаруллӑ ертӳҫӗ

Ирина Алексеевна Кузьмина Йӑлмахва ялӗнче Зайцевсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Амӑшӗ, Александра, ҫамрӑклах ҫӗре кӗнӗ. Хӗрачана ашшӗн аппӑшӗ пӑхнӑ. Йӑлмахва шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн Ирина Саратов хулинчи Н.Г.Чернышевский ячӗллӗ патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Алла диплом илсен 1984 ҫулта тӑван яла таврӑннӑ, шкула ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Ҫамрӑк специалиста историпе географи предмечӗсене вӗрентме шанса панӑ.

Хӑй суйласа илнӗ профессире, кӑмӑллакан ӗҫре ҫеҫ этем чун канӑҫне тупать. Паллах, пур ӗҫе те юратса тумалла, ҫавӑн чухне кӑна ӑна ӑнтарса яма пулать. Ирина Алексеевна Кузьмина — ҫакӑн пек ҫынсенчен пӗри. Ҫитӗнекен ӑрӑва географипе истори предмечӗсемпе тарӑн та ҫирӗп пӗлӳ парассишӗн тӑрӑшаканскере 2002 ҫулта шкул директорӗ пулма шаннӑ. Йывӑр лава туртма ертӳҫӗне сывлӑх та, чӑтӑмлӑх та, ҫирӗплӗх те кирлӗ. Шкул ачисен вӗренӗвне йӗркелесе пырассипе пӗрлех директорӑн хуҫалӑх ыйтӑвӗ те сахал мар. Пуринпе те пӗр чӗлхе тупма пултаракан ертӳҫӗпе коллективра вӑй хуракансене чӑннипех те кӑмӑллӑ пулнӑ. Шкул ертӳҫи И.А.Кузьмина тӑрӑшнипе Йӑлмахва шкулӗ тӗрлӗ конкурссене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑннӑ. Тӗслӗхрен, 2003—2004 вӗренӳ ҫулӗнче «Чи лайӑх хушма хуҫалӑх — 2004» республикӑри конкурса хутшӑнса шкул 3-мӗш вырӑна тухнӑ, ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Хисеп грамоти тата фотоаппарат парса чысланӑ. 2004—2005 вӗренӳ ҫулӗнче «Чи лайӑх шкул картишӗ» республикӑри конкурсра та 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. «Йывӑҫ ларт та ӑна сыхла» акцие хастар хутшӑннӑшӑн Диплом илме тивӗҫ пулнӑ.

2005 ҫулта учительсемпе вӗренекенсем хӑйсен вӑйӗпе класс пӳлӗмӗ вырӑнне столовӑй туса хунӑ, паллах, район ертӳҫисем те пысӑк пулӑшу панӑ. 2005 ҫулта ашшӗ-амӑшӗ хутшӑннипе пусӑ чавнӑ, шкул территорийӗ йӗри-тавра 960 метр тӑршшӗ карта тытса ҫавӑрнӑ. Ашшӗсемпе амӑшӗсем уроксене тата класс тулашӗнчи мероприятисене час-часах ҫӳренӗ, кабинетсене хӑтлӑлатма пулӑшнӑ. Ҫемьепе шкул ҫирӗп ҫыхӑнура тӑрӑшни вӗренӳпе воспитани ӗҫӗн тухӑҫлӑхне ӳстерме май панӑ. Кунта, паллах, шкул директорӗн тӳпи те пысӑк. Йӑлмахвари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан пуҫламӑш шкулта 2008 ҫулта ачасен кӗске вӑхӑтлӑх ушкӑнне йӗркеленӗ.

Шкул ҫинче виҫӗ гектар ҫӗр лаптӑкӗ шутланса тӑнӑ. Вӗренекенсем ҫак ҫӗр ҫинче ӳстернӗ пахча ҫимӗҫе сутса тунӑ укҫапа принтер, музыка центрӗ, йӗлтӗрсем, баян, фотоаппарат туяннӑ. Вӗренӳре ла-йӑх паллӑсемпе ӗлкӗрсе пыракансене Шупашкар хулине экскурсие илсе кайнӑ. Темиҫе ҫул шкул хуҫалӑхӗнче вӑкӑрсем ӳстернӗ, лаша тытнӑ. Ачасене апат тӳлевсӗрех ҫитернӗ. «Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр» районти конкурсра Йӑлмахва шкулӗ умлӑ-хыҫлӑ виҫӗ ҫул малти вырӑна тухнӑ, хуҫалӑхра кирлӗ парнесене тивӗҫнӗ.

Ачасем районти предмет олимпиадисене яланах хастар хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен шучӗпе шкул 2—3-мӗш вырӑнсенче пулнӑ. Вӗренӳре кӑна мар, спортра та пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

Ирина Алексеевна ял каччипе Владимир Петрович Кузьминпа ҫемье ҫавӑрнӑ, икӗ ывӑлпа пӗр хӗр ҫитӗнтернӗ. Тивӗҫлӗ канӑва шкулта ӗҫлесех тухнӑ. Чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн ӑна «Раҫҫей Федерацийӗнчи вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» паллине, Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотине парса чысланӑ.

Павел ЗАЙЦЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *