Хастар вӗрентекен

Хастар вӗрентекен

Алевтина мӗн пӗчӗкрен учитель пулма ӗмӗтленсе ӳснӗ. Ҫавӑнпа та шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн пурнӑҫӑн хӑш сукмакне суйласа илесси уншӑн пӗртте йывӑр пулман. Малтан пике пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ пулма ӗмӗтленнӗ пулин те, кайран, хӑйне вӗрентнӗ учительсене тӗслӗхе хурса, вырӑс чӗлхипе литература факультетне ҫул тытнӑ.

Институт пӗтерсе алла диплом илнӗ хыҫҫӑн Алевтина Алексеевна ӗҫ вырӑнне пӗрре те улӑштармасӑр 37 ҫул Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнче ачасене пӗлӳ панӑ.

Учитель ӗҫне ҫӑмӑл теме ҫук. Вӗрентекенӗн пӗр вырӑнта тӑма юрамасть, ялан ҫӗннине шырамалла, вӗренмелле, нумай вуламалла, ҫӗнӗ требованисене шута илсе вӗренӳ ӗҫне йӗркелесе пымалла. Алевтина Алексеевна ҫак йывӑр та пархатарлӑ ӗҫе юратса, яваплӑха туйса тивӗҫлӗ туса пынӑ. Ҫакна унӑн Хисеп грамотисем, Тав хучӗсем, педагогӑн ӗҫне хакласа панӑ «300 лет М.В.Ломоносову» медаль, пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсен кӑтартӑвӗсем тата ачасем район, республика шайӗнчи конкурссемпе олимпиадӑсенче ҫӗнсе илнӗ нумай-нумай дипломӗ ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Алевтина Дмитриеван вӗренекенӗсем вырӑс чӗлхипе иртекен «Русский медвежонок — языкознание для всех», литературӑпа «Пегас», «Живая классика» конкурссене хутшӑнса палӑрнӑ, грамотӑсем илме тивӗҫ пулнӑ.

Уроксем ирттернипе ҫеҫ пурӑнмасть учитель% ачасем пекех, вӑл та яланах ӳссе, аталанса пыма тӑрӑшать, творчествӑлла мероприятисене хутшӑнать. А.А.Дмитриева ял поселенийӗн район шайӗнче иртекен уяв концерчӗсене ертсе пынӑ. Сӑвӑ вулакансен конкурсӗсене, ачасене хатӗрленисӗр пуҫне, хӑй те хутшӑннӑ. Учительсем хушшинчи урок фестивалӗсенче пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ, вырӑс писателӗсемпе поэчӗсен юбилейӗсемпе ҫыхӑннӑ  уяв каҫӗсене пӗрмаях тӗплӗн хатӗрленсе ҫӳллӗ шайра ирттернӗ.

Кашни вӗрентекен хӑй ӗҫлекен шкул историйӗн кӗнекине ҫӗнӗ страницӑсемпе тултарать, пуянлатать. Педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Алевтина Дмитриева та Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗн историйӗнче хӑйӗн страницисене ҫырса хӑварнӑ.

Павел ЗАЙЦЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *