Понедельник, 22 апреля

Архив — иртнӗ кунсене упракан ҫӑлкуҫ

Архив — иртнӗ кунсене упракан ҫӑлкуҫ

Кӑҫал республикӑри архив служби ӗҫлеме пуҫланӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Пирӗн округри архив вара Комсомольски районне туса хурсан ҫеҫ, 1939 ҫулта, ӗҫе пикеннӗ. Унӑн пӗрремӗш заведующийӗ К.Н.Афанасьев пулнӑ. 1950 ҫулсен пуҫламӑшӗнче  архив докуменчӗсем Патшалӑх Хӑрушсӑрлӑх министерствин районти уйрӑмӗн склачӗсен мачча тӑрринчи лаптӑкӗсенче упраннӑ. Вӑл 25 тӑваткал метр йышӑннӑ, 81 фондра 11890 единица документ пулнӑ. 1954 ҫулта районти милицин ампарӗнче хушма пӳлӗм уйӑрса панӑ. 1960 ҫулсен вӗҫӗнче  архив район совечӗн гаражӗсенче вырнаҫнӑ пулнӑ. Эпӗ ӗҫлеме пуҫланӑ вӑхӑтра, 1992 ҫулта, район архивӗ администрацин путвал пӳлӗмӗсенче вырнаҫнӑччӗ. Унта чӳречесем те, вентиляци те ҫукчӗ. Хӗлле сывлама ҫук пӑчӑччӗ, ҫулла нӳрлӗччӗ, ҫакӑ документсен управ пахалӑхӗ ҫине витӗм кӳнӗ ӗнтӗ. Вӑл вӑхӑтри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ К.С. Мифтахутдинов  архиври документсене вырнаҫтарма администраци ҫурчӗн 1-мӗш хутӗнче пӳлӗм уйӑрса пачӗ.  Ҫакӑ архиври материалсене пахалӑхлӑ упрама май парать.

Районти архив ӗҫӗсене тӗрлӗ ҫулсенче В.Н.Краснов, К.Н.Артюшкин, В.И.Калашников, Ш.Г.Тимаев, Н.С.Степанов, Т.А.Белобаева, В.А.Драндрова, Е.Г.Хмелева, М.В.Цапина, М.Г. Счетчикова, А.Е.Владимирова, В.Н.Манзуркина, Р.С.Краснова, И.П.Кузнецова йӗркелесе пыни паллӑ.

Ольга Тихоновна Якимова 10 ҫул ытла, 1965—1975 ҫулсенче,  ӗҫленӗ, документсене тӗплӗ хатӗрлесе пынӑ. Уйрӑмах Галина Кирилловна Орешкина район архивне комплектлас енӗпе нумай тӑрӑшнине палӑртмалла. Вӑл пур фондсене те, опиҫсене те йӗркене кӗртсе ҫитернӗ. Документсен ӗмӗрне вӑрӑмлатас тӗлӗшпе чылай вӑй хунӑ.

Паянхи кун тӗлне округри архивра 1927—2022 ҫулсенчи 28 пин  ытла ӗҫ упранать. Архивӑн 170 фончӗ районти 63 учрежденин, предприятин тата организацин делопроизводство ӗҫӗсене сыхласа упрать. Кунсӑр пуҫне уйрӑм ҫынсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне кӑтартса паракан документсем те пур.

Юлашки ҫулсенче архива историксемпе таврапӗлӳҫӗсем ҫеҫ мар, хӑйсен йӑх-несӗлӗсемпе интересленекен граждансем те килеҫҫӗ. Тӑван тӑрӑх историне тӗпчесе ҫуралса ӳснӗ ялӗсем пирки кӗнеке кӑларакансем те пулчӗҫ. 2005 ҫултан пуҫласа Раҫҫей Федерацийӗн, Чӑваш Республикин патшалӑх архивӗсенчи, ҫавӑн пекех районти архивра упранакан документсем тӑрӑх «На истоке Малой Булы», «На Кубне реке», «Прошлое и настоящее», «Новое дыхание жизни», «Поклонитесь солдатскому подвигу», «Время выносит приговор», «Уголок моей души», «Степное Яниково», «Мухтанатӑп санпа, тӑван ялӑм Йӑлмахва» тата ытти кӗнекесем те кун ҫути курчӗҫ. Вӗсен авторӗсене В.Я. Григорьева, П.П.Таллерова, Г.Н. Ксенофонтова, А.Г.Агафонова, В.В.Басникова, Ф.Я. Григорьева, И.Т.Кокшина, А.В.Грачева, И.С.Кузьмина, А.А.Поляковӑна (Смирнова), П.Н.Зайцева хамӑр тӑрӑх историне ҫырса кӑтартнӑшӑн тав тӑвас килет.

Пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснисем хушшинче ӗмӗрӗпех ӗҫре тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй-хурса чыс-хисеп ҫӗнсе илнӗ, районӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ ҫынсем сахал мар.  Вӗсен докуменчӗсене те архива упрама йышӑнатпӑр. Ҫулсем иртнӗҫемӗн вӗсем историшӗн паллӑ хутсем пулса юлӗҫ. Нумаях пулмасть Анат Тимӗрчкасси шкулӗнче ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ А.Т.Ежергина хӑйӗн докуменчӗсене округ архивне парнелерӗ. Кӑҫал Раҫҫейре педагог тата наставник ҫулӗ пулнӑ май Анна Тимофеевнӑпа тӗлпулу та ирттертӗмӗр. Тава тивӗҫлӗ учительница хӑйӗн пурнӑҫӗпе тӗп-лӗн паллаштарчӗ. Ун пек тӗслӗхсем татах та пур.

Архив — иртнӗ кунсенчи пурнӑҫа, ӗҫ-хӗле кӑтартса паракан ҫӑлкуҫсенчен пӗри. Ҫавӑнпа та кунти ӗҫченсем документсем кирлӗ шайра упранччӑр тесе тӑрӑшӗҫ.

Валентина Шингалова,

округӑн архив  секторӗн заведующийӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *