Ҫӗршыва сыхлама ӑсатрӗҫ

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи — чи хисеплӗ те сӑваплӑ тивӗҫ. ,лӗкренпех ӗнтӗ ҫемьере ывӑл ача ҫуралсассӑн, ӑна салтака юрӑхлӑ пултӑр тесе пилленӗ ваттисем. Ҫар пурнӑҫӗ кирек кама та ҫын тӑвать, каччӑсем йӑрӑсланса, кӗлеткепе тӗрекленсе, вӑй-халпа ҫирӗпленсе, кӑмӑл-туйӑмпа хӑюлланса таврӑнаҫҫӗ. Службӑна кайма шанчӑклисене тата сывлӑх енчен ҫирӗп ҫамрӑксене суйласа илеҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче пулма тӳр килнишӗн хӑпартланмалла. Унта пулни тавра курӑма ӳстерет, тӳсӗмлӗхе туптама, дисциплинӑна пӑхӑнса кирек мӗнле ӗҫе те тӗплӗн пурнӑҫлама, хастар пулма вӗрентет.

Июнӗн 17-мӗшӗнче ҫурхи призывпа Тури Тимӗрчкасси ялӗнче пурӑнакан Александр Тимофеевӑн салтак тумӗ тӑхӑнма вӑхӑт ҫитрӗ.  Саша ялти шкулта 9 класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти электромеханика колледжӗнче пӗлӳ илнӗ.

Мӗн ачаранах спорта юратса ӳснӗ, тӗрлӗ ӑмӑртусене хутшӑннӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, хӑйне ҫарта службӑра тӑма туллин хатӗрленӗ.

Ӗлӗкхи йӑла-йӗркепе, ялти ҫамрӑксем урамсем тӑрӑх хут купӑс ҫеммипе  салтак юрри юрласа иртрӗҫ, тӑванӗсен килӗсене кӗре-кӗре тухрӗҫ. Ун хыҫҫӑн пулас салтак ячӗпе ялти культура ҫуртӗнче ӑсату каҫӗ йӗркелерӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ, юлташӗсем, ҫывӑх ҫыннисем, ял-йыш ӑна  такӑр ҫул сунса пиллерӗҫ, алшӑллисем ҫакрӗҫ, служба тивӗҫне пурнӑҫлама ӑнӑҫу сунчӗҫ. Культура ҫурчӗн директорӗ Татьяна Морозова ҫӗршывӑн пулас сыхлавҫин ятне чыслӑ тытма, тӗрӗс-тӗкел таврӑнма сунчӗ.

Ҫар ретне тӑракан ҫамрӑк пухӑннисене хисеп туса килнӗшӗн чунтан тав турӗ. Хӑйӗн яваплӑхне тивӗҫлӗ пурнӑҫлама шантарчӗ.

Ангелина Иноходцева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *