Ыр ҫын каять – ят юлать

Ыр ҫын каять – ят юлать

Пурнӑҫ ҫулӗ этеме таҫта та илсе ҫитерет. Акӑ, Вӑрмар районӗнчи Пӗчӗк Енкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Петр Порфирьевич Порфирьев та хамӑр республикӑри темиҫе районта ӗҫлемелле пуласса шутламан та пуль. Ӑна Куславкка, Элӗк, Етӗрне, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел прокуратурисенче следовательте, прокурорта, прокурор ҫумӗнче вӑй хума тӳр килнӗ. Пирӗн тӑрӑхшӑн та ют ҫын мар вӑл. 1969 ҫулта Комсомольски район прокуратурин следователӗнче ӗҫлеме пикеннӗ, чылай преступление тӗпчесе уҫса панӑ. Хӑйӗн ӗҫне юратса пурнӑҫланӑ, ӑна пӗтӗм вӑйне, вӑхӑтне панӑ, ҫавна кура кӑтартӑвӗсем те аван пулнӑ.

Район прокуратуринче 13 ҫул тӑрӑшсан райсовет ӗҫтӑвкомӗн ял хуҫалӑх управленийӗн аслӑ юрист-консультне ӗҫлеме куҫнӑ, 1986—1988 ҫулсенче Комсомольскинчи РАПОра юрист-ревизорта вӑй хунӑ. Унпа пӗрле ҫав вӑхӑтра ӗҫленӗ Илдус Миннетуллин, Людмила Мухина, Кияметдин Мифтахутдинов, Небиулла Минуллин, Людмила Краснова Петр Порфирьевича ырӑпа ҫеҫ аса илеҫҫӗ. Вӑл питӗ анлӑ тавракурӑмлӑ, пуян опытлӑ, ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ ҫын, аслӑ юлташ пулнине палӑртаҫҫӗ.

Мӗншӗн паян П.П.Порфирьев ҫинчен сӑмах хускатрӑмӑр-ха? Кӑҫалхи июнӗн 18-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ, ҫавӑнпа та унӑн ҫӗр ҫинчи ҫулне аса илсен вырӑнлӑ терӗмӗр. Ҫак ыйтура пире Петр Порфирьевичӑн хӗрӗ Ирина Аникина та пулӑшрӗ.

«Пирӗн атте пысӑк ҫемьере тӑваттӑмӗш ача пулнӑ, шкулта лайӑх вӗреннӗ. Пӗчӗкренех кил-тӗрӗшри ӗҫсене хутшӑннӑ, ашшӗ-амӑшне вӑй ҫитнӗ таран пулӑшнӑ. Атте выльӑх-чӗрлӗх,  кайӑк-кӗшӗк пӑхнӑ, пахча ҫимӗҫе ҫумкурӑкран тасатнӑ, колхозра ӗҫленӗ. Пушӑ вӑхӑтра вӑрмана мӑйӑр татма ҫӳреме юратнӑ.

1942 ҫулта Петр Порфирьев фронта кайнӑ, вӑл Сталинград патӗнче тӑшманпа ҫапӑҫнӑ. Асар-писер пӗр ҫапӑҫура аттене сылтӑм хулпуҫҫинчен, сыпӑран амантнӑ. Унӑн алли ҫӗкленейместчӗ, ӑна сулахаййипе сӗ-тел ҫине хума тиветчӗ, кайран тин ӗҫлеме, ҫырма пикенетчӗ. Аманнӑ алли шӑннипе час-часах перчетке тӑхӑнса ӗҫлетчӗ. Госпитальте сипленнӗ хыҫҫӑн ӑна киле янӑ, вӑл «Ударник» колхозра бригадир пулнӑ. Ҫулталӑкран Хусанти юридици институтне вӗренме кӗнӗ, ӑна 1948 ҫулта пӗтерсе диплом илнӗ.

Эпир шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра пирӗнпе юнашар вӑрҫӑ ветеранӗсем нумай пулнӑ. Шел те, ҫакна хакламан, вӗсенчен вӑрҫӑ ҫинчен ыйтса тӗпчеме те пӗлмен, хӑйсем  каласа панӑ тӑрӑх кӑна. Хальхи ӑс пулсан эпӗ аттерен фронтри кашни кунӗ ҫинчен, унта  мӗнле туйӑмсемпе, кӑмӑлпа ҫапӑҫни, пурӑнни пирки ыйтса пӗлӗттӗм те, вӑхӑта каялла тавӑрма ҫук.

Вӑрҫӑри хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн аттене Мухтав орденӗн III степенӗпе, «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн», «За победу над Германией в ВОВ 1941—1945 г.г.» медальсемпе наградӑланӑ.

Атте ырӑ кӑмӑллӑ та  хисеплӗ ҫынччӗ. Чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн вӑл 1994 ҫулта ҫӗре кӗчӗ, Комсомольски ҫӑви  ҫинче ӗмӗрлӗх канлӗх тупрӗ. Эпир, ачисемпе мӑнукӗсем, ӑна юрататпӑр, унпа мӑнаҫланатпӑр. Кам Петр Порфирьевича палланӑ, пӗрле ӗҫленӗ, ӑна йӑл кулса аса илер те ырӑ сӑмахпа асӑнар», — ҫырса пӗлтерчӗ Ирина Петровна.

Ҫапла, «ыр ҫын каять — ят юлать», тенӗ ваттисем. Петр Порфирьев пирӗн хушӑра чылайранпа ҫук пулин те, ырӑ ячӗ унӑн ӗҫтешӗсен, юлташӗсен асӗнче ӗмӗрех пурӑнӗ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *