Понедельник, 24 июня

Сабантуй уява пуҫтарчӗ, пурне те савӑнтарчӗ

Урмаел ялӗнчи Сабантуй ҫулсеренех халӑха йышлӑ пуҫтарать. Кӑҫалхи уява та хамӑр тӑрӑхран ҫеҫ мар, кӳршӗ республикӑсемпе облаҫсенчен те хӑнасем йышлӑн килсе ҫитрӗҫ. Кунти тарават ҫынсем вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ.

 Ака уявӗ ячӗпе пуҫтарӑннисене  ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Урмаел территори уйрӑмӗн начальникӗ Айрат  Ямалетдинов, Комсомольски муниципаллӑ округӑн юбществӑлла палата председателӗ Кияметдин Мифтахутдинов, обществӑлла палатӑн членӗ Рафаел Минадиев  тата ыттисем те саламларӗҫ. Тутарстан республикинчен илсе килнӗ ӑшӑ салампа ТР ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министрӗ Фаниль Аглиуллин, ҫав республикӑри Кайпӑҫ  муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Альберт Рахматуллин сӑмах илчӗҫ. Ялӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑнакансене, ӗҫре палӑрнисене сцена ҫине чӗнсе тӗрлӗ шайри наградӑсем пачӗҫ.

Юрӑ-ташӑсӑр мӗнле уяв пултӑр? Художество пултарулӑх коллективӗсем, уйрӑм юрӑҫсем, ачасен ансамблӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сцена ҫине тухса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Халӑха савӑнтарма Тутарстанри Кайпӑҫ районӗнчен те артистсен пысӑк ушкӑнӗ килнӗ.

Уява ҫитнисем кӑмӑлласах ал ӑстисем хатӗрленӗ япаласемпе паллашрӗҫ. Таҫтан та килнӗ сутуҫӑсем халӑха тӗрлӗ тавар сӗнчӗҫ.

Сабантуйӑн спорт программи те пуян пулчӗ. Ал вӑйне виҫесси тата наци вӑййисем (чӳлмек ҫӗмӗресси, михӗсемпе ҫапӑҫасси, кӗвентепе  витресем йӑтса чупасси) куракансене те, тупӑшусене хутшӑнакансене те нумай савӑнӑҫ парнелерӗҫ. Чӑн-чӑн пӑхаттирсем кӗрешӳ кавирӗсем ҫинче тӗп парнесемшӗн тупӑшрӗҫ.

Уявӑн тӗп лапамӗнче савӑнӑҫлӑ та хаваслӑ сасӑсем чылайччен янрарӗҫ.

Дина Абулханова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *