Республикӑра – пӗрремӗш

Республикӑра – пӗрремӗш

Машинӑпа сӗт сӑвакансен республикӑри конкурсӗ кӑҫал 40-мӗш хут иртрӗ. Красноармейски округӗнчи «Красное Сормово» ял хуҫалӑх кооперативӗн никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ ӑмӑртӑва Чӑваш Енри  чи пултаруллӑ доярсемпе дояркӑсем килсе ҫитнӗ. Вӗсем сӗт сумалли машинӑна вӑхӑтпа сӳтсе пуҫтарас, ӗне сӑвас ӑсталӑх енӗпе тупӑшнӑ. Ӗнене суни ҫеҫ мар, ҫав процедурӑна тӗрӗс, гигиенӑн пӗтӗм йӗркисене пӑхӑнса пурнӑҫланине те жюри тимлӗ тӗрӗслесе тӑнӑ.

Кӑҫалхи конкурса пирӗн округри «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗн ӗҫченӗ Петр Зверев та хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ ҫеҫ мар, 96,3 балл пуҫтарса пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Унӑн республика чысне августӑн 16—19-мӗшӗсенче Чулхула облаҫӗнче иртекен Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура хӳтӗлеме тивет. Унта та ӑна ӑнӑҫусем сунатпӑр.

Сӑмах май каласан, Петр Васильевич пӗлтӗр техник-осеменаторсен республикӑри ӑмӑртӑвӗнче те пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑччӗ.

Хӑй суйласа илнӗ ӗҫе юратни, пӗлӳпе ӑсталӑха тӑтӑшах ӳстерсе пыма тӑрӑшни маттур специалиста ҫитӗнӳсем тума май параҫҫӗ.

Р.Шарафутдинов,

ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *