Пӗвене юшкӑнран тасатрӑмӑр

Пӗвене юшкӑнран тасатрӑмӑр

Тукай ялӗнчи сӗт-ҫу ферми ҫывӑхӗнчи пӗве унчченхи ҫулсенче тарӑн та таса пулнӑ. Унта аслисем те, ача-пӑча та шыва кӗнӗ, хур-кӑвакал чӑмса савӑннӑ, ӗнесем шыв ӗҫме аннӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн ӑна ҫурхи шыв татса кайнӑ, тӗпӗ юшкӑнланнӑ, шыв ҫулӗсем типсе ларма пуҫланӑ.

Ял-йыш ыйтнипе Тукай территори уйрӑмӗ ҫак пӗвене тепӗр хут ҫӗнӗ пурнӑҫ пама йышӑнчӗ. Паллах, кирек мӗнле ӗҫе те укҫа-тенкӗсӗр пуҫӑнаймӑн, ҫавӑнпа та пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен конкурсне хутшӑнма шут тытрӑмӑр. ,ҫе пурнӑҫлама кирлӗ суммӑн 60 процентне патшалӑх уйӑрчӗ, 40 процентне ял халӑхӗ пуҫтарчӗ. Пӗве чавма ял ҫыннисем 161 пин тенкӗ пухрӗҫ. Ырӑ пуҫарӑва хутшӑнса пирӗн ялта ҫуралса ӳснӗ меценат, Комсомольски районӗн хисеплӗ гражданинӗ Геннадий Шурбин (75 пин тенкӗ), Сергей Никитинпа (50 пин тенкӗ) Николай Соловьев (20 пин тенкӗ) предпринимательсем укҫа-тенкӗпе пулӑшрӗҫ. Ҫак спонсорсен ыркӑмӑллӑхне пула ӗҫ калӑпӑшне ӳстерме, 1000 кубла метр вырӑнне 4000 кубла метр юшкӑн кӑларма май пулчӗ. Ҫакӑншӑн пурне те питӗ пысӑк тав сӑмахӗ калас килет. Малашне ял хуҫалӑх предприятийӗсем те тупӑшӑн 1 процентне ялти инфраструктурӑна аталантарма уйӑрсан лайӑх тесе шутлатпӑр.    

Хальхи вӑхӑтра ялсенче тирпей-илем, хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене пуҫаруллӑ бюджет шучӗпе тума май пурри ҫав тери меллӗ. Паянхи кун кунашкал ӗҫ-хӗле  ял ҫыннисем, вырӑнти хуҫалӑхсем хутшӑнмасӑр тӑваймӑн. 2023 ҫулта Тӑманлӑ Выҫли ялӗнчи Ленин, Кооперативный урамӗсенчи ҫутӑ лампочкисем вырнаҫтармалли, Тукайри Садовый урамри ҫула юсамалли, спорт, ача-пӑча площадкисем тумалли проектсене пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. Вӗсене пурне те пуҫаруллӑ бюджет шучӗпе пурнӑҫласшӑн.

Ялсем аталанччӑр, илемленччӗр тесен пурин те пӗрле тӑрӑшмалла.

Тукай территори уйрӑмӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *