Чи лайӑх вӑрман инспекторне палӑртнӑ

 Чи лайӑх вӑрман инспекторне палӑртнӑ

Нумаях пулмасть Чӑваш Енре «Чи лайӑх вӑрман инспекторӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ. Ҫак сумлӑ ятшӑн кӑҫал республикӑри мӗнпур лесничествӑран 11 ҫын тупӑшнӑ.

Конкурс тӑватӑ тапхӑртан тӑнӑ. Инспекторсем вӑрман законодательствине епле пӗлнине тӗрӗсленӗ, касмалли йывӑҫсене мӗнле уйӑрнине тата санитари касӑвӗпе ӗҫленине пӑхнӑ, GPS-навигаторсемпе усӑ курса вӑрмана саккунсӑр каснӑ вырӑна тупса палӑртни ҫине те тимлӗх уйӑрнӑ. Йӗркелӳҫӗсем кашни заданирех юриех йӑнӑшсем янӑ, вӗсене тимлӗ конкурсантсем кӑна асӑрхама пултарнӑ.

Конкурсра Йӗпреҫ лесничествин инспекторӗ, Анат Тимӗрчкасси ялӗнче пурӑнакан Александр Кондратьев ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. «Ҫак тупӑшӑва хутшӑннипе эпӗ питӗ кӑмӑллӑ. Атте вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ май, эпир, ачисем, пӗчӗкренех вӑрманта ӳснӗ тесен те йӑнӑш мар, ҫав асамлӑ тӗнчен вӑрттӑнлӑхӗсемпе ачаранах паллашнӑ. Конкурс хӑй те питӗ интереслӗ, хаваспах тепӗр хут хутшӑнма та хатӗр», — тенӗ Александр Андреевич.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *