Воскресенье, 21 апреля

Пӗрле пуҫтарӑнса паллӑ турӗҫ

Пӗрле пуҫтарӑнса паллӑ турӗҫ

Иртнӗ эрнере Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗн ушкӑнӗсенче службӑра пулнисем Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнчи танк палӑкӗ умне пуҫтарӑнчӗҫ. 1945 ҫулхи июнӗн 10-мӗшӗ — Совет ҫарӗсем Германире тӑма пуҫланӑ кун. Унтанпа 78 ҫул ҫитрӗ.

 Савӑнӑҫлӑ мероприятие Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ ҫарӗн ушкӑнӗсенче службӑра пулнӑ ветерансен совечӗн округри уйрӑмӗн председателӗ Николай Смирнов уҫрӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫар тивӗҫне чыслӑ пурнӑҫланӑ, ун хыҫҫӑн мирлӗ ӗҫре тӑрӑшса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ ветерансене саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, тулли телей сунчӗ. Шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫленӗ ветерансен организацийӗн округри совечӗн председателӗ Петр Лапшин та пуҫтарӑннисем умӗнче сӑмах илчӗ. Ҫак кун чылай ветераншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Пуҫтарӑннисем ҫар службин ҫулӗсене кӗскен аса илчӗҫ.

Салам сӑмахӗсемпе округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Комсомольски территори уйрӑмӗн  начальникӗ Мария Илларионова, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Людмила Макарова, округ ветеранӗсен Канашӗн председателӗ Юрий Тимофеев тухса калаҫрӗҫ.

Пограничниксен, Тинӗс-ҫар флочӗн ветеранӗсен ячӗпе Геннадий Филипповпа Евгений Орешкин сӑмах илчӗҫ.

Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗн ушкӑнӗсенче службӑра пулнӑ ветерансен совечӗн округри уйрӑмӗ обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑнакан членӗсене Тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗ.

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче кадет класӗнче вӗренекенсем илемлӗ ташӑ парнелерӗҫ. Ветерансем пурте пуҫтарӑнса Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечек кӑшӑлӗсем хучӗҫ.

Ангелина Иноходцева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *