Понедельник, 24 июня

Ҫу кунӗсем хаваслӑх парнелеччӗр

Ҫу кунӗсем хаваслӑх парнелеччӗр

Ҫуллахи хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫу кунӗсем ҫитрӗҫ. Ку вӑхӑтра та округри ачасем тунсӑхласа лармӗҫ. Июнӗн 1-мӗшӗнченех шкулсем ҫумӗнче сывлӑха ҫирӗплетекен лагерьсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Вӗсенче шӑпӑрлансене интереслӗ пурнӑҫ кӗтет. Лагерьсем ӗҫе пикеннӗ анчах-ха, ҫапах та чылай мероприяти йӗркелесе ирттерме ӗлкӗрнӗ.

 «Солнышко» лагере ҫӳрекенсемпе «Лес — наше богатство» калаҫу иртрӗ. Унта ачасемпе вӑрман пуянлӑхӗ, унпа пӗлсе тата тирпейлӗ усӑ курасси пирки сӑмах пулчӗ. Ҫутҫанталӑка упрас ыйтусем пирки те чарӑнса тӑнӑ. Ачасем «Знатоки природы» экологи вӑййине те хастар хутшӑнчӗҫ. Вӗренекенсен хамӑр тӑрӑхри ӳсен-тӑрансене, чӗрчунсене  пӗлнине кӑтартса памалла пулчӗ», — хыпарлать О.Н.Копташкина Асанкасси вӑтам шкулӗнчен.

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи лагере ҫӳрекенсем  ҫул-йӗр правилисемпе паллашни, велосипедсемпе тӗрлӗ дистанцисенче чӑрмавсене парӑнтарса ярӑнни, вырӑссен чаплӑ поэчӗн А.С.Пушкинӑн ҫуралнӑ кунне халалласа викторина ирттерни пирки С.Индюковӑпа В.Николаев воспитательсем пӗлтереҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем тӑван чӗлхе шӑпипе ҫыхӑнтарнӑ «Королевство потерянных языков» фильм пӑхнӑ, хаҫатсем кӑларнӑ, халӑх вӑййисене вылянӑ.

«Хусканусем туни — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ», — теҫҫӗ Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи «Орлята России» лагере ҫӳрекенсем. Кунта «Спорт нужен миру» викторина йӗркеленӗ, ачасем хӑйсен пултарулӑхне «Веселые старты» ӑмӑртура тӗрӗсленӗ, шашка-шахмат турнирӗнче тупӑшнӑ.

Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи «Ромашка» лагерьте «Дружба начинается с улыбки» флешмоб йӗркеленӗ, отрядсен кӗтесӗсене илемлетнӗ, янӑравлӑ девизсем шутласа тупнӑ.

Ҫутҫанталӑк илемӗ, унӑн пуянлӑхӗ пирки пулнӑ мероприятие Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи «Орлята» лагере ҫӳрекен  ачасем хаваспах хутшӑнни ҫинчен Сергей Наумов воспитатель пӗлтерет. Вӗсем аппликаци мелӗпе тӑван тавралӑх  илемне кӑтартса пама тӑрӑшнӑ.

Урмаел вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи лагере ҫӳрекенсем «Мы дети! Хотим быть в безопасности!» уява хапӑлласах хутшӑннӑ.

Чӗчкен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗнчи «Радуга» лагерьте ачасем «В бой идут одни «старики» кинофильма ушкӑнпа пӑхса совет халӑхӗн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗ ҫинчен калаҫнӑ. Ҫакӑ вӗренекенсенче патриотизм туйӑмне аталантарас тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Оригами мелӗпе  тӗрлӗ тӗслӗ хутсенчен мулкачсем ӑсталани те ачасен асӗнче юлӗ.

Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи сывлӑха ҫирӗплетмелли  лагере 40 ача ҫӳрет. Вӗсен пурнӑҫӗ  интереслӗ ирттӗр тесе воспитательсем чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Кӑҫал республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Лагерьсенче йӗркелекен мероприятисенчен чылайӑшне ӑна халалласа ирттерӗҫ.  Ачасем савӑнса-кулса, вӑйӑсем выляса сывлӑхӗсене ҫирӗплетӗҫ, тавракурӑмне ӳстерӗҫ.

Шкулсен сайчӗсенчи  материалсем тӑрӑх

Юрий Гаврилов  хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *