Воскресенье, 26 мая

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ

Июнӗн 8-мӗшӗнче социаллӑ ӗҫченсем хӑйсен професси уявне паллӑ турӗҫ. Социаллӑ сфера ҫинчен чун хушнипе суйлакан ӗҫ теме пулать. Унӑн специфики те ҫапларах, ӑнсӑртран пырса лекнӗ ҫын унта вӑрах тытӑнса тӑраймасть, мӗншӗн тесен ҫак отрасльте чи кирли — тӳсӗмлӗх, ыркӑмӑллӑх, ӑшпиллӗх. Теприн ыратӑвне чӗре патне йышӑнма, палламан ҫынсене пӑхма, ҫӗр варринче те вӗсене пулӑшма талпӑнма пурте пултараймаҫҫӗ. Ҫак ӗҫре нумай ҫул тимлекенсене вара ватӑсем, пӗччен пурӑнакансем, сывлӑх енчен хавшанисем хӑйсен ҫывӑх ҫынни вырӑннех хураҫҫӗ.

Чӑваш Ен ,ҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденийӗн Шурутри стационарлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче вӑй хуракан Алина Голубевӑна та ватӑсем хӑйсен хӗрӗ, мӑнукӗ вырӑнне хурса йышӑнаҫҫӗ. Ӑшӑ кӑмӑллӑ та ҫепӗҫ чӗлхеллӗ хӗрарӑм пуринпе те пӗр чӗлхе тупма пултарнӑ. Алина малтан Шурутри участок больницинче поварта тӑрӑшнӑ. Ваттисен ҫурчӗ уҫӑлсан вара, 2003 ҫулта, унта куҫнӑ. Хӑйӗн тивӗҫӗсене ҫӳлти шайра пурнӑҫлать ӗҫченскер. Ватӑсене пӑхнисӗр, пӳлӗмсене тирпей-илем кӳнисӗр пуҫне кунта пурӑнакансен чунне мӗн ыраттарнине итлеме, лӑплантарма та хӑнӑхнӑ. Мӗн чухлӗ ҫын шӑпипе паллашма тивнӗ-ши ҫирӗм ҫул хушшшинче? Кашнинех тимлӗх уйӑрать, хӑйӗн чун ӑшшине парнелет Алина Никоновна

— Аслӑ ҫулхисемпе ӗҫлени хамшӑн та питӗ усӑллӑ пулчӗ — пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрусенчен ҫӑмӑллӑнрах тухма, яваплӑхлӑ пулма, ҫынсене лайӑхрах ӑнланма, кашни куна   хаклама вӗрентрӗ, — тет вашават хӗрарӑм.

Шурутри ватӑсемпе инвалидсене стационарлӑ пулӑшу паракан уйрӑмра 11 ҫын — сакӑр хӗрарӑмпа виҫӗ арҫын — хӳтлӗх, кил ӑшши тупнӑ.  Вӗсем хушшинче темле шӑпаллисем те пур. Кунта ватӑсене лӑпкӑ, канлӗ, пурӑнмалли, канмалли условисене аван йӗркеленӗ. Пӳлӗмсенче хӑтлӑ  пултӑр тесе нумаях пулмасть ҫӗнӗ сӗтел-пукан туянса вырнаҫтарнӑ. 

Социаллӑ ӗҫченсем ватӑсене вӑхӑтра апат ҫитереҫҫӗ, пӳлӗмӗсене тирпейлесе тӑраҫҫӗ, ҫӑвӑнтараҫҫӗ, сывлӑхӗсене тӗрӗслеттереҫҫӗ. Алина Голубева, Ольга Никитина, Светлана Титова пӗр-пӗринпе ылмашӑнса талӑкшар ӗҫлеҫҫӗ. Ара, кирек хӑш самантра та кунта пурӑнакансене хӑйсене тӗллӗн ҫеҫ хӑварма ҫук-ҫке, чир аптратса ӳкересси час-час пулать ватӑсен. Ҫавӑнпа та юн пусӑмне тӑтӑшах виҫсе тӑма, вӑхӑтра эмел ӗҫнине асӑрхама, кирлех пулсан «васкавлӑ пулӑшу» чӗнме те тивет. Ваттисен ҫурчӗ Шурутри врач амбулаторийӗпе пӗр ҫуртра вырнаҫни ҫав енчен питӗ меллӗ, медицина ӗҫченӗсем юнашарах тесе калаҫҫӗ хӗрсем.

Кухньӑра вара Мария Яковлева поварпа ӑна пулӑшаканӗ Вера Тарасова килӗштерсе вӑй хураҫҫӗ. Вӗсем ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансене куллен кун тутлӑ та техӗмлӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйлаҫҫӗ. Сӗтеклӗ, паха апат аслӑ ҫулхисене вӑй-хал патӑр тесе чунне парса ӗҫлеҫҫӗ. Пысӑках мар коллектива А.Н.Иванова ертсе пырать. Алина Николаевна хӑй те малтан социаллӑ ӗҫчен пулнӑ, виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ стационарлӑ пулӑшу уйрӑмӗн заведующийӗнче тӑрӑшать.

Ватӑсен пурнӑҫне интереслӗ те тӗрлӗ енлӗ тӑвассишӗн те тимлеҫҫӗ кунти ӗҫченсем. Телевизор пӑхма, хаҫат-журнал вулама майсем туса панӑ, кӑмӑл пулсан урама уҫӑ сывлӑша тухма та пулать. Ветерансем ҫинчен шкул ачисем те манмаҫҫӗ, уявсенче концертсемпе савӑнтараҫҫӗ. Иртнӗ кунсенче акӑ Санькка аппа, Александра Иосифовна Мешкова, 90 ҫул тултарнӑ. Ӑна юбилей ячӗпе саламлама ялти культура ӗҫченӗсем те ҫитнӗ. 

Кашни ҫыннах ватлӑхра пӗччен тӑрса юласси шиклентерет пуль. Анчах ҫакнашкал шӑпа хӑйӗнчен пӑрӑнса иртет тесе никам та татса калаймасть, чылайӑшне ватлӑхри кунӗсене пӗчченех кӗскетме шӑпа пӳрет. Пӗрисен ачисем аякка тухса каяҫҫӗ те унтах тӗпленсе пурӑнаҫҫӗ. Иккӗмӗшсем хӑйсене кун-ҫул парнеленӗ ашшӗ-амӑшне пӑхма вӑхӑт «тупаймаҫҫӗ». Тепри вара ҫемье ҫавӑрма васкамасӑр хӑйӗн пурнӑҫне пӗтӗмпех ӗҫре ирттернӗ, ватлӑхра ҫеҫ ҫумра никам та ҫуккине аса илнӗ. Ҫакӑн пек ҫынсене патшалӑх пӗччен хӑвармасть, социаллӑ ӗҫченсем вара  вӗсемшӗн чи шанчӑклӑ тӗрев пулса тӑраҫҫӗ. Шурутри ватӑсемпе инвалидсене стационарлӑ пулӑшу паракан уйрӑмра тӑрӑшакансем пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Халӑхра авалах «Ватта сума сӑвакан — хӑй те сумлӑ пулакан» тенӗ. Ҫапла пултӑрччӗ.

Любовь ШУРЯШКИНА.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *