Кӗтне юханшывӗнче пулӑсем вилни ҫинчен пӗлсен муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов унта ҫитсе лару-тӑрупа паллашнӑ. Ҫакӑн сӑлтавне тӗпчесе пӗлес ӗҫе прокуратура, шалти ӗҫсен пайӗн, ЧР ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин ӗҫченӗсене явӑҫтарнӑ. Асӑннӑ ведомствӑсенче вӑй хуракансем ку енӗпе тӑрӑшма пуҫланӑ. «Эпир вӗсен ӗҫне тӗрӗслесе тӑратпӑр», — палӑртнӑ Александр Николаевич. Округри прокуратура пулӑсем вилнин сӑлтавӗ право йӗркине пӑснипе ҫыхӑннӑ пулсан ҫийӗнчех кирлӗ мерӑсем йышӑнасси ҫинчен пӗлтернӗ.