Понедельник, 29 апреля

Ҫемье кунне халалларӗҫ

Ҫемье кунне халалларӗҫ

Пӗтӗм тӗнчери Ҫемье кунне халалласа Комсомольскинчи тӗп  библиотекӑра «Ҫемье — пирӗн пуянлӑх» ятпа тӗл пулу иртрӗ. Унта хутшӑнма округри туслӑ ҫемьесенчен пӗрне, Асанкасси ялӗнче пурӑнакан Салаевсене, чӗннӗ. Тамара Васильевнӑпа Вячеслав Максимович 40 ҫул ытла пӗр-пӗринпе килӗштерсе, алла-аллӑн тытӑнса пурӑнаҫҫӗ. Иккӗшӗ те ялти вӑтам шкулта ачасене пӗлӳ парас енӗпе нумай ҫул тӑрӑшаҫҫӗ.

Тӗл пулӑва Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Н.Н.Карпов уҫрӗ, Салаевсен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Салаевсен ҫемйи ялта ырӑ тӗслӗх пулса тӑнине палӑртрӗ. Вӗсем пилӗк ача ҫуратса ӳстернӗ, пӗр ачана усрава илсе тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ И.П.Ядрова обществӑра ҫемье пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен каларӗ. Салаевсене ҫирӗп сывлӑх, малашнехи пурнӑҫра ӑнӑҫу, телей тата юрату сунчӗ, чечек ҫыххи парнелерӗ.

Хӗрӗ, Анна, ачисен ячӗпе ашшӗ-амӑшне ырӑ-сывӑ пӑхса ӳстерсе ура ҫине тӑратнӑшӑн, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗпе утма пулӑшнӑшӑн чӗререн тав турӗ. Вӗсем панӑ сӗнӳсемпе канашсене яланах асра  тытни, кулленех шута илни ҫинчен каласа пачӗ.

Тӗл пулура Салаевсен ячӗпе татах та нумай ӑшӑ сӑмах пулчӗ. Тӑванӗсем, тус-юлташӗ, вӗренекенӗсем те вӗсен ҫемйи чылайӑшӗшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче пулмаллине палӑртрӗҫ. 

Ветерансен «Надежда» клубне ҫӳрекенсем, вӗренекенсем килӗшӳллӗ ҫемьене илемлӗ юрӑ-кӗвӗ парнелерӗҫ.

Ангелина ИНОХОДЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *