Смотр-конкурс ҫӗнтерӳҫисем

Смотр-конкурс ҫӗнтерӳҫисем

Майӑн 6-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинче кадетсен тата ҫарпа патриот пӗрлешӗвӗсен «Ҫӗнтерӳ салючӗ!» республикӑри VIII смотр-конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫалхи смотр-конкурса Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче совет халӑхӗ ҫӗнтернӗренпе 78 ҫул ҫитнине, Педагогпа наставник, Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалланӑ. Ҫак смотрсене йӗркелесе ирттерессине «Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем» общество организацийӗ пуҫарнӑ, республика ертӳлӗхӗ ырласа йышӑннӑ.

Уява сумлӑ хӑнасем уҫнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫапла каланӑ:

— Кадетсен тата патриотизм темиллӗ ытти фестивальсем питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен ҫак смотр 8-мӗш хут иртни вӑл ачасене килӗшнине кӑтартать. Унсӑр пуҫне, ман шутпа, ҫак фестивалӗн хаклӑхӗ — Чӑваш Республикинче ҫуралса ӳснӗ, хӑйсен пурнӑҫне ҫар ӗҫне панӑ ҫынсем вӑл ӗҫе пуҫарса янипе паянхи кун та пурӑннинче. Эпир ҫамрӑк ӑрӑва патриотизмла воспитани парса Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем пулма халех хатӗрлетпӗр.

Смотр-конкурса респуб- ликӑри 400 ытла ача хутшӑннӑ. Кадетсем пурӗ пилӗк номинацире тупӑшнӑ: стройпа утнӑ, автомат салатса пуҫтарнӑ, ӳт-пӳ пиҫӗхӗвне, ҫӗршыв тата республика историйӗсене пӗлнине, бал ташшине кӑтартнӑ. Сӑмах май, Раҫҫей шайӗнче кадетсем виҫӗ номинацире кӑна тупӑшаҫҫӗ. Ахӑртнех, чӑваш ҫамрӑкӗсене ҫӗршывра яланах чи лайӑххисен йышне лекме шӑпах ытларах хатӗрленни пулӑшать.

Унта пирӗн округри Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн «Юные патриоты» (5 «к») тата «Патриоты» (7—8 «к») кадет класӗсем хутшӑннӑ. Пирӗн кадетсем вӑтам тата кӗҫӗн ӳсӗмри ушкӑнсенче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ, пӗтӗмӗшле команда зачетӗнче икӗ класӗ те I вырӑн йышӑннӑ. Маттур кадетсене тата вӗсен наставникӗсене ҫӗнтерӳпе ӑшшӑн саламлатпӑр, Раҫҫей шайӗнчи тупӑшура та палӑрма ӑнӑҫу сунатпӑр.

Паллах, тӑрӑшмасӑр, вӑй хумасӑр ҫитӗнӳ пулманни пурне те паллӑ. Вӗренекенсемпе физкультура учителӗ Алексей Тихонов, Татьяна Иванова хореограф, класс ертӳҫисем Светлана Леонтьевӑпа Екатерина Тихонова куллен ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех Елена Савельева ҫӗршыв, республика историйӗпе хатӗрленӗ, Вячеслав Мурзаев  автомата вӑхӑтпа сӳтса пуҫтарма хӑнӑхтарнӑ. Шкул дирекцийӗ, ашшӗ-амӑшӗ хавхалантарса, мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑнӑ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн кадечӗсене малашне те яланах малтисен шутӗнче пулма сунас килет.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *