Парксем ялсене илем кӳрӗҫ

Парксем ялсене илем к<strong>ӳ</strong>рӗ<strong>ҫ</strong>

Майӑн 4-мӗшӗнче Комсомольски муниципаллӑ округӗнче Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ С.Г.Артамонов пулса курчӗ. Вӑл чи малтанах Комсомольски ялӗнчи Буденный урамӗнче ҫӗнӗрен тӑвакан парка ҫитрӗ. Унта ҫемьепе канмалли, уҫӑлса ҫӳремелли, ача-пӑча савӑнса вылямалли вырӑн тӑвасшӑн.

Сергей й Артамонова муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ М.А.Илларионова, «Энки-21» ООО директорӗ (подрядчик) И.О.Тарасов тата Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ И.А.Соловьева ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Ҫавӑн пекех тӗлпулӑва Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Р.Ю. Алексеев, П.С.Краснов, Ю.А.Попов, вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Н.В. Никандрова та хутшӑнчӗҫ.

Малтанах Александр Осипов округри ӗҫ-хӗлпе тата малашнехи плансемпе паллаштарчӗ.

— Ҫак проекта ял тӑрӑхне аталантарас тӗллевпе пурнӑҫласшӑн. Халӑх шухӑш-кӑмӑлне шута илсе, асӑннӑ утӑма пушӑ вырӑна тирпей-илем кӳрес тесе тума шутларӑмӑр. Кунта ҫамрӑксене мӑшӑрлантармалли вырӑн тӑвас шухӑш пур. Кашни ҫамрӑк ҫемье хӑйсен юратӑвне ҫирӗплетсе йывӑҫ лартӗ. Ҫак вырӑна вӗсем тӑтӑшах килсе пӗрле лартнӑ хунавсене пӑхса ӳстерӗҫ. Ку вӗсемшӗн хӑйнеевӗрлӗ символ пулӗ.

«Единая Россия» парти программинчи «Раҫҫей ялӗ» проект ялсене аталантарас, илемлетес, хӑтлӑх кӗртес тӗлӗшпе уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса хӑвармалла, — терӗ Александр Николаевич. Ҫавӑн пекех вӑл яш-кӗрӗме яла юлма майсем туса парас енӗпе пурнӑҫламалли тӗллевсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Округӑн малашнехи аталанӑвӗн программине хатӗр- ленӗ чухне ҫитӗнекен ӑрӑвӑн шухӑш-кӑмӑлӗпе те хапӑлласах паллашни пирки пӗлтерчӗ. Акӑ, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Николай Казаков пурнӑҫланӑ проект интереслӗ. Унпа шкул ачи тӗлпулӑва килнисене тӗплӗн паллаштарчӗ. Проектра арҫын ача малашлӑха мӗнлерех курнине кӗскен сӑнласа панӑ.

Ҫав кунах хӑнасем Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи Элпуҫ ялӗнче кӑҫал хута яма палӑртакан «Туслӑх» культурӑпа кану паркне те ҫитсе курчӗҫ. Халӑхпа тӗл пулнӑ май, калаҫу тӗпрен илсен пурӑнакан вырӑна хӑтлӑхпа тирпей-илем кӗртесси пирки пулчӗ. Вырӑнти территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Ф. Асеинов кунта малашне туса ирттермелли ӗҫсем ҫинчен каласа пачӗ. Вӗсем халӑхпа пӗр шухӑшлӑ пулса ҫынсем валли юратнӑ кану вырӑнӗ тума шут тытнӑ. Ку тӑрӑхра нумай ҫул чӑвашсемпе тутарсем туслӑн килӗштерсе пурӑннине кура, пулас парка та «Туслӑх» ят панӑ. Паркра саксем вырнаҫтарасшӑн, ача-пӑча валли вылямалли вырӑн пирки те манман. 

Пуҫаруллӑ ҫынсем пулсан, пурте пӗрле тӑрӑшса ӗҫлесен тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме пулатех. Ял сӑн-сӑпачӗ, илемӗ чи малтанах унта пурӑнакансенчен килет, йывӑрлӑхсенчен хӑраса тӑмасан ялта та чылай ӗҫ тума пулать. Патшалӑх ялсене хӑтлӑх кӗртес тӗллевпе тӗрлӗ программӑна хутшӑнма сӗнет, проектсем хатӗрлесе тӑратсан вӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ уйӑрса парать. Округри ялсенче ҫак майсемпе туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.

Ангелина ИНОХОДЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *