Ҫамрӑк пуҫра — ҫамрӑк ӑс

Ҫамрӑк пуҫра — ҫамрӑк ӑс

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Централизациленӗ библиотека системи» культура учрежденийӗнче «Диалог с властью» ҫавра сӗтел иртрӗ. Комсомольски муниципаллӑ округӗн                          пуҫлӑхӗпе Александр Осиповпа тӗл пулма вулавӑша шкулсенчи хӑйтытӑмлӑх хастарӗсем пухӑнчӗҫ. Асӑннӑ калаҫӑва ҫавӑн пекех райпо канашӗн ертӳҫи, муниципаллӑ округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева та хутшӑнчӗ.

Тӑватӑ шкул вӗренекенӗсем округа аталантарас енӗпе хӑйсен проекчӗсене хатӗрлесе килнӗ. Лидерсен малашлӑхра пирӗн муниципаллӑ округа епле курасшӑн пулнине ҫырса-ӳкерсе кӑтартмалла пулнӑ. Ҫак тӗллеве пурте питӗ лайӑх пурнӑҫланӑ, командӑсем хӑйсен проекчӗсене округ ертӳҫи, тантӑшӗсем умӗнче хӳтӗлерӗҫ. «Ҫамрӑк пуҫра — ҫамрӑк ӑс» тесе ахальтен каламан ӗнтӗ. Нӗркеҫ, Тукай Мишер, Урмаел, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗсенче вӗренекенсен «Пирӗн муниципаллӑ округ тепӗр 15 ҫултан» проекчӗсем питӗ хӑюллӑ та малашлӑха пӑхаканнисем: вертолетсем анса лармалли площадка, округа пысӑк хуласемпе ҫыхӑнтаракан хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссене ҫӳремелли чукун ҫул, виртуаллӑ музей, зоопарк, пляж, канат ҫулӗ, суту-илӳ ҫурчӗ. Ҫавӑн пекех вырӑнта пурӑнакан нацисен апат-ҫимӗҫне сӗнекен ресторан, хоккей-арена…

Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем хӑйсен проектне ытларах экологипе, ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑнтарнӑ. Вӗсем округ урлӑ иртекен ҫулсем ҫумӗнчи вӑрмансенче туризм сукмакӗсем йӗркелеме сӗнеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне лаша спорчӗн клубӗ, ӑслӑлӑх центрӗ, пулӑ тытмалли ятарлӑ вырӑн та пур ачасен ӗмӗтӗнче. Ял хуҫалӑхӗ пирки те манман, «Колхозник» туризм зони йӗркелесе улма-ҫырла ӗрчетессине те кӗртнӗ. Ҫавра сӗтеле хутшӑнакансем асӑннӑ проекта питӗ кӑсӑкланса сӳтсе яврӗҫ.

Александр Николаевич ҫамрӑксен шухӑшӗсемпе пуҫарӑвӗсене пурнӑҫа кӗртме, вӗсен тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне аталантарма пулӑшма хатӗррине пӗлтерчӗ. Пӗр-пӗр проект хатӗрличчен унӑн кирлӗлӗхне, хӑй хакне саплаштарма, тупӑш пама та пултарнине шута илме сӗнчӗ. Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ чылай шухӑша ырларӗ. Вӑл ҫамрӑксене тӗрлӗ сӗнӳ панӑшӑн тав турӗ. Ҫавнашкал пуҫарусем округӑн экономикине тата туризмне аталантарма пулӑшма пултарасса палӑртрӗ. Чи интереслӗ шухӑшсем пурнӑҫланасса шантарчӗ.

Тӗлпулу питӗ кӑсӑклӑ иртрӗ. Шкулти хӑйтытӑмлӑх хастарӗсем ертӳҫӗсене ыйтусем пачӗҫ,  Александр Николаевичпа пӗрле проектсене сӳтсе яврӗҫ, хӑйсен шухӑшӗсене сӗнчӗҫ, ҫивӗч ыйтусене татса памалли ҫул-йӗре палӑртрӗҫ, пирӗн муниципалитетра кирлӗ вакансисене сӳтсе яврӗҫ. Тӗлпулу икӗ енӗшӗн те питӗ усӑллӑ иртрӗ.

«Тавах сире хастарлӑхшӑн, пӗрле ӗҫлеме хатӗр пулнӑшӑн. Ҫакӑ округӑн пуласлӑхӗ шанчӑклӑ алӑра тесе пӗтӗмлетӳ тума май парать. Пуҫарулӑх кӑтартма нихӑҫан та ан вӑтанӑр, ҫӗнӗ проектсем тӑвӑр, пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерме хӑнӑхӑр. Ҫакӑн пек тӗпулусене йӑлана кӗртсен аванччӗ», — терӗ Александр Николаевич, ҫамрӑксене ыр сунса

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *