Улми йывӑҫҫинчен айккине ӳкмест

Улми йывӑҫҫинчен айккине ӳкмест

Ӗнерхи кунсӑр паянхи кун ҫук, теҫҫӗ. А.Агафоновӑн Чӑваш тата Тутар Элпуҫӗсем, Хирти Явӑш, Хирти Выҫли, Хирти Мӑрат ялӗсен историйӗ ҫинчен каласа паракан «На реке Малая Хондурла» кӗнеки шӑпах паян пурӑнакансене маларах пурӑннӑ, хастар ӗҫпе, ял ҫинчи хисеппе чапа тухнӑ ҫынсем ҫинчен каласа паратьӗ Унӑн листисене сирсен нумай ҫемье ҫинчен пӗлме пулать. Кӗнекен иккӗмӗш пайӗнчи 23-мӗш страницӑна уҫсан «Ҫемье телейӗ» статья куҫ тӗлне пулчӗ. Унта Хирти Выҫли ялӗнче  пурӑннӑ «Ача амӑшӗ-героиня» ята илме тивӗҫ пулн. Фекла Григорьевна Яковлева ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.

«Дружба» колхозра «Ача амӑшӗ-героиня» ятне 6 хӗрарӑм илме тивèҫлӗ пулнӑ. Вӗсенчен пӗри — Фекла Григорьевна Яковлева. Вӑл 1918 ҫулта Пӳртлӗ ялӗнче ҫуралнӑ. 1938 ҫулта Хирти Выҫли ялӗнчи Егор ятлӑ ҫамрӑкпа пӗрлешсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнӑ. Анчах та телейлӗ мӑшӑрӑн савӑнӑҫ вӑхӑчӗ  нумая тӑсӑлман. Ҫав савӑнӑҫа вӑрҫӑ татнӑ. Чи малтан, июнӗн 29-мӗшӗнчех, тӑван ялтан ҫапӑҫу хирне виҫҫӗн тухса каяҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Егорӗ Вӑрҫӑ ҫулӗсенче пӗтӗм нуши ялта юлнӑ хӗрарӑмсемпе ачасем ҫине тиеннӗ. Пур ӗҫе те вӗсен тумалла пулнӑӗ Ҫӗр сухаланӑ, акнӑ, ҫурлапа тырӑ вырнӑ, тӑпачӑпа ҫапнӑ.

Вӑрҫӑ чарӑнсан Яковлевсен ҫемйине те савӑнӑҫ килнӗ. Егор Николаевич тӑван яла ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Колхозра каллех мирлӗ пурнӑҫ, хаваслӑ ӗҫ пуҫланать. Мирлӗ ӗҫшӗн тунсӑхласа ҫитнӗ Егор колхоз уй-хирӗнче тыр-пул ҫитӗнтернӗ ҫӗрте тӑрӑшать. Мӑшӑрӗ Фекла та пӗр ӗҫрен те юлманӗ Ҫулсем иртнӗҫемӗн ҫемье те хутшӑнса пынӑ.

«12 ача ҫуратса пӑхса ҫитӗнтертӗмӗр, халӗ ачасем пурте тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлеҫҫӗ. Кайӑксем пек, тӗк  кӑларса сапаланчӗҫ», — каласа параҫҫӗ ватӑсем. Ҫакӑн чухлӗ йыша пӑхса ҫитӗнтерме ҫӑмӑл пулманӗ Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе куҫ хупманни те пулнӑ. Апла пулин те килти пур ӗҫе те вӑхӑтра тума ӗлкӗрнӗ,  ачисене ҫынран япӑх ҫӳретмен. Ҫав вӑхӑтрах колхоз ӗҫӗнчен те юлман. Халӗ амӑшӗн кӑкри ҫинче  «Ача амӑшӗ-героиня» орден, 1941—1945 ҫулсенче хастар ӗҫленӗшӗн панӑ медаль тата В.И.Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа панӑ юбилей награди ялтӑраҫҫӗ.

Хастар хӗрарӑм лайӑх ӗҫленӗшӗн темиҫе хутчен те   аклӑ парнесем илме тивӗҫ пулнӑ.  Ӑна Элпуҫ ял Советне депутата та суйланӑ».

«Октябрь ялавӗ», 1980 ҫ. ноябрӗн 18-мӗшӗ, №137.

Ку статьяна мӗншӗн илсе кӑтартрӑм-ха? Вунӑ е ытларах ача ҫуратса ӳстернӗ ҫемье пуҫӗсем пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ. Вӗсен пепкисем ӳссе ҫитӗнсе хӑйсем те асанне-асатте, кукамай-кукаҫи ҫулӗсене ҫитнӗӗ Вӑл ачасем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ. Яла юлнисем те пур.  Вӗсенчен пӗри шӑпах та Яковлевсен чи кӗҫӗн ывӑлӗ Борис Егорович. Пултаруллӑ арҫын тӗп килте ҫӗнӗ ҫурт-йӗр ҫавӑрнӑ. Мӑшӑрӗпе, Валентинӑпа, 3 ача пӑхса ҫитӗнтернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑӗ Ашшӗ-амӑшӗ пекех маттурскер, ял ҫинче хисепре. Б.Яковлев иртен пуҫласа каҫченех «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗн сӗт-ҫу ферминче ветеринарта тӑрӑшать. Хӑйне шанса панӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пырать. Ял ҫыннисем пулӑшу ыйтсан та пӑрӑнса иртмест.

Кӑҫал Борис Егорович 60 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӑпех вӑл ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Нумаях пулмасть «Дружба» кооперативӑн отчетлӑ пухӑвӗнче ӑна Р.М.Мансуров председатель — кооператив правленийӗн, муниципаллӑ округӑн тӗп специалист-эксперчӗ М.М.Зайнуллин округ администрацийӗн Хисеп грамотисемпе чысларӗҫ.

Улми йывӑҫҫèнчен аякка  ӳкмест тесе ахальтен каламан ваттисем. Б.Яковлев та ӗҫченлӗхӗпе ашшӗ-амӑшне пӑхнӑ. Вӗсем пекех, ҫӗр ҫинче ырӑ ӗҫсем туса  хисепе тивӗҫнӗ.

Наталья Павлова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *