Асӑрханӑр, сӑвӑс!

Асӑрханӑр, сӑвӑс!

Ҫутҫанталӑк чӗрӗлнӗҫемӗн нумайӑшӗ вӑрманалла туртӑнать. Вӑрманта вара юн ӗҫекен кӑпшанкӑсем те чӗрӗлеҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче вӗсем ялсенче те сарӑлнӑ. Юн ӗҫекен кӑпшанкӑсем шутне сӑвӑс та кӗрет. Вӑл инфекциллӗ чирсене саракан шутланатьӗ Кунта вируслӑ энцефалит чирӗ те кӗрет. Вӑл тӗп нерв тытӑмне сиенлет. Вӑхӑтра сипленмесен ӳт-пӳ хускалми (паралич) пулать, ҫын вилме те пултарать.

Тумтире ҫакланнӑ сӑвӑс пӗр-икӗ сехет хушши кӗлетке тӑрӑх ҫӳрет, хӑйне валли ҫыпҫӑнма вырӑн шырать. Ытларах вӗсем пуҫ, мӑй, хырӑм ҫине, хул хушшине, ал-ура хуҫланнӑ ҫӗре ҫыпӑҫаҫҫӗ. Кӗлеткене сӑвӑс ӗмсе ҫыпҫӑннине тупсан ӑна хӑвӑртрах кӑларма тӑрӑшӑр — мӗн чухлӗ хӑвӑртрах кӑларатӑр, энцефалитпа наркӑмӑшланас хӑрушлӑх ҫавӑн чухлӗ сахалрах.

Сӑвӑса кӑларас тесен вӑл кӗрсе ларнӑ вырӑна ӳсен-тӑран ҫӑвӗ сӗрмелле, унтан питӗ асӑрхануллӑ пинцетпа е ҫиппе ҫаклатса хӗвеле хирӗҫ ҫавӑрса кӑлармалла. Туртса кӑларнӑ хыҫҫӑн аманнӑ вырӑна тепӗр хут сӑнӑр — сӑвӑс пуҫӗ татӑлса юлман-и? Юлнӑ пулсан ӑна та асӑрханса кӑлармалла, унтан йодпа е спирт растворӗпе дезинфекцилемелле. Кӗлеткене кӗрсе ларнӑ сӑвӑса медицина учрежденийӗнче кӑларсан аванрах.

Чиртен сыхланмалли чи лайӑх мелсенчен пӗри — вакцинаци, урӑхла каласан — прививка туни. Прививка тусан ку чирпе чирлес хӑрушлӑх пулмасть. Хӑвӑра упрӑр, сывлӑхлӑ пулӑр!

Надежда МИХАЙЛОВА,

врач-инфекционист.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *