Шкул пурнӑҫӗ кашни кун ҫӗнӗлӗх илсе килет

Шкул пурнӑҫӗ кашни кун ҫӗнӗлӗх илсе килет

Ир.  Шӑнкӑрав сасси  ачасене урока йыхӑрать, вӗсем, пӗр-пӗрне тӗрткелесе, хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнма васкаҫҫӗ.  Хырхӗрри тӗп шкул директорӗн Юрий Алексеевӑн чӗрине ку пӗтӗмпех савӑнтарать, хаваслӑ шӑв-шав уншӑн пӗр-пӗр илемлӗ кӗвӗ шӑраннӑ пекех туйӑнать.  Вӑтӑр ҫул ытла кунсерен ҫак ӳкерчӗке сӑнасан та, пӗр чӗптӗм те йӑлӑхтармасть вӑл.  Ҫӳҫне кӗмӗл тӗс ҫапнӑ арҫынна чунӗпе хӑй те ҫав шӑпӑрлансем хушшинчех хӗвӗшсе ҫӳренӗ пек туйӑнать, шухӑш ҫӑмхи аякри ачалӑхне илсе ҫитерет.

Юрий Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ.  Алексеевсен туслӑ ҫемйинче пилӗк пӗртӑван — виҫӗ хӗрпе икӗ ывӑл — ӳссе ҫитӗннӗ.  Ҫемье пуҫӗ, Петр Павлович, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникӗ пулнӑ.  ,нерхи фронтовик яланах  яваплӑ ӗҫсенче тӑрӑшнӑ: колхоз ертӳҫинче, Комсомольскинчи почта уйрӑмӗн начальникӗнче, ял Совет председателӗнче.  Ашшӗпе амӑшӗ, ачисем тӳрпилӗклӗ ан ӳсчӗр тесе, вӗсене ҫирӗп тытнӑ, пӗчӗкренех ӗҫ ҫумне явӑҫтарнӑ, тӗрӗс воспитани панӑ.  Аслисем тӑрӑшни сая кайман, тӗпренчӗкӗсем пурте тивӗҫлӗ пӗлӳ илнӗ, пурнӑҫӗсене хӑйсем кӑмӑллакан ӗҫпе ҫыхӑнтарнӑ.  Иккӗшӗ учителӗн пархатарлӑ профессине суйласа илнӗ.  Юрий — физик-математик, Галина вара вырӑс чӗлхипе литература предмечӗсене вӗрентет.

Ун чухнехи арҫын ачасенчен ытларахӑшне пекех, ҫитӗнерехпе каччӑна техника илӗртнӗ.  Ҫавӑнпа та вӑл  вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн инженер-механик пулас шут тытнӑ.  Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнчи конкурс витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ, балсен шучӗ ҫитнӗ пулсан, унӑн пурнӑҫӗ мӗнле ҫул-йӗрпе каятчӗ пуль — ҫакна халь калама хӗн.  Анчах каччӑна умра пач урӑхла шӑпа кӗтнӗ. . .  

Юрий Петровичпа калаҫу пуҫарсан мана  вӑл мӗншӗн вӗрентекен профессине суйласа илни кӑсӑклантарчӗ.  «Инженер-механика кайма ӗмӗтленнӗччӗ те, физик-математик пулса тӑтӑм ав.  Ӑраскалӑм ҫапла килсе тухнӑшӑн пӗртте кулянмастӑп, шкул пурнӑҫӗ манӑн пурнӑҫӑм пулса тӑчӗ», — хуравларӗ вӑл.   

Халӑхра «Этем шухӑшлать те, Турӑ пурнӑҫлать», тесе ахальтен каламан ҫав.  Ял хуҫалӑх институтӗнче ӗҫ ӑнманнипе аллисене усман Вӑрманхӗрри Чурачӑк каччи, телейне урӑх ҫӗрте шыраса пӑхма шут тытнӑ.  Докуменчӗсене илнӗ те И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне кайса панӑ.  Унта та, кунта та пӗрешкел экзаменсемпе вӗренме илни ӑна студент пулас тӗллевне пурнӑҫа кӗртме пулӑшнӑ.  1982—1987 ҫулсенче Юрий Алексеев физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен никӗсне ӑса хывнӑ.  Вӗреннӗ вӑхӑтрах, иккӗмӗш курсран пуҫласа, каҫсерен хулари пӗр шкулта хурал тӑнӑ, арҫын ачана ашшӗ-амӑшӗ укҫа парасса шанса ларни килӗшмест-ҫке.  

Аслӑ пӗлӳллӗ специалистсене унччен направленипе унта е кунта ӗҫлеме ярас йӗрке пулнине аслӑ ӑру ҫыннисем астӑваҫҫех ӗнтӗ.  Юрий Алексеева ку енӗпе те ӑннӑ.  Диплом алла илес кунсенче, хӑйне ӑҫта ярасса кӗтнӗ май, институтри пӗлтерӳ хӑми ҫинче ҫырса ҫапни каччӑн куҫӗ тӗлне пулах каять.  Унта Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулне физика учителӗ кирлине пӗлтернӗ-мӗн.  Кӳршӗ ялтах ӗҫ тупӑнни чӑн-чӑн телей-ҫке, кӑна алӑран вӗҫертмелле мар! Ҫак хыпарпа ҫунатланнӑскер, тӳрех деканата вӗҫтерет, тӑван района яма ыйтать.  Ятарлӑ комисси хирӗҫлемен, ыйтӑва ҫамрӑк специалист майлӑ татса панӑ.

Пӗрремӗш ӗҫ кунӗ Юрий Петровичӑн асӗнчех.  1987 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче Хырхӗрри шкулӗн коллективӗ ӑна хапӑл туса кӗтсе илнӗ.  Ун чухнехи директор Валентина Андреевна Шашкина ырӑ сунса пил панӑ.  Ҫав кунран пуҫланса кайнӑ та унӑн пӗлӳ тӗнчинчи ӗҫ-хӗлӗ.  Икӗ ҫул физикӑпа математика предмечӗсене вӗрентнӗ, 1989 ҫултан вара уроксем ҫумне шкул директорӗн ҫумӗн тивӗҫӗсем хутшӑннӑ.  Ҫак хушӑра вӗрентӳ учрежденийӗн ертӳҫисем пӗрмаях улшӑнса тӑнӑ, тен, ку вӗсем вырӑнти ҫынсем пулманран та килнӗ-и? 1993 ҫулта  Ю. П.   Алексеева шкул директорӗ пулма шаннӑ, ҫак ҫӑмӑл мар лава кӳлӗнни кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вӑтӑр ҫул урлӑ каҫрӗ ӗнтӗ.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен варринчи йывӑрлӑхсем шкулсенчен те пӑрӑнса иртмен.  Хырхӗрри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулӗнче те, учреждение аталантармалӑх укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме май пултӑр тесе, хушма хуҫалӑх йӗркелесе янӑ.  Вӗсене ял Совечӗ 3 гектар ҫӗр уйӑрса панӑ.  Ҫав лаптӑкра ачасем, педколлектив вӑй хунипе кашни ҫул тӗрлӗ культура ҫитӗнтернӗ: хӗрлӗ кӑшман, сахӑр кӑшманӗ, ҫӗрулми. . .  Илнӗ тухӑҫа вӗренекенсене столовӑйӗнче апатлантармалӑх хӑварнӑ та, ытлашшине сутнӑ.  Юрий Петровичӑн директор ҫеҫ мар, агроном та, бригадир та, снабженец та пулма тивнӗ.  «Ачасем пӗтӗм ӗҫе хаваспах хутшӑнатчӗҫ, ҫакӑ вӗсене ӗҫе хӑнӑхма, яваплӑха туйма пулӑшнӑ.  Ун чухнехи йышпа, вӑл вӑхӑтра 114 вӗренекенччӗ (паянхи кун — 45), сӑрт-тӑва тепӗр май ҫавӑрса лартма та пулнӑ», — аса илет ҫав кунсене Юрий Алексеев.

Ю. П. Алексеев кӑткӑслӑхсем умӗнче пуҫне усма хӑнӑхман.  Вӑл ертсе пыракан коллектив яланах ачасен вӗренӗвӗпе канӑвӗ валли йӗркеллӗ условисем туса парассишӗн тӑрӑшнӑ, тӑрӑшать те.  Шкул ҫуртне тирпейлӗ тытса тӑраҫҫӗ, кашни ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне тӗплӗн хатӗрлеҫҫӗ.  Вӗренекенсене паха пӗлӳ парас енӗпе те педагогсем ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ.  Ачасен 40—45 проценчӗ «4» тата «5» паллӑсемпе ӗлкӗрсе пыни те ҫирӗплетсе парать ҫакна.  Хырхӗррисем спортра та тӑтӑшах малтисен ретӗнче пулнӑ, предмет олимпиадисенче те аван кӑтартусем тӑваҫҫӗ.  

Сӑмах май каласан, Юрий Петровичӑн мӑшӑрӗ те, Раиса Николаевна, Хырхӗрри шку- лӗнчех ӗҫлет, физика вӗрентет.   Маларах вара Тукайри, Вӑрманхӗрри Чурачӑкри шкулсенче вӑй хунӑ.  Хӗрлӗ Чутай район хӗрӗпе Каҫал каччи институтра пӗрле пӗлӳ пухнӑ чухне паллашнӑ, 1988 ҫулта вара ҫемье чӑмӑртанӑ.  Вӗсем ывӑлпа хӗр ҫуратса  ӳстернӗ.  

«Шкул пурнӑҫӗ яланах интереслӗ, кашни кун мӗн те пулин ҫӗнни илсе килет.  ,ҫӗме кӑмӑлласа тунӑран, вӑл чуна киленӗҫ кӳрет.  Ҫак хушӑра темле тапхӑр та пулнӑ пуль — кӑткӑсси те, ҫӑмӑлраххи те.  Ҫапах каялла ҫаврӑнса пӑхсан вӑхӑт вӑтӑр ҫул пек мар, вӑтӑр кун евӗр вирхӗнсе иртнӗн туйӑнать», — тет «Раҫҫей Федерацийӗн воспитанипе ҫутӗҫӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» паллӑна тивӗҫнӗ педагог.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *