Хирсем техника сассипе тулаҫҫӗ

Хирсем техника сассипе тулаҫҫӗ

Каҫсерен сивӗтсен те, кӑнтӑрла ҫанталӑк аванах ӑшӑ.  Ҫуркунне ҫӗр ӗҫченӗ кашни уяр кунпа усӑ курма тӑрӑшать.  «Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗнче ҫулсерен ирттерекен техосмотра апрелӗн 13-мӗшӗ тӗлне палӑртнӑ пулнӑ.  Хӑш-пӗр ҫулсенче ку вӑхӑтра юр та куҫран ҫухалса пӗтмест, кӑҫал вара курӑксем те ешерме пуҫланӑ.  Асӑннӑ хуҫалӑхри техника хире тухма та ӗлкӗрнӗ.  Вӗсене вара ӗҫ вӑхӑтӗнче тӗрӗслемелле пулчӗ.  Патшалӑх техника надзорӗн тӗп инженерӗ С. Н. Кокарев, округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ Р. М. Шарафутдинов, тракторсен юсавлӑх шайӗпе паллашнӑ май, механизаторсене ӗҫри техника хӑрушсӑрлӑхӗ пирки те аса илтерчӗҫ.  

— Кӑҫал пирӗн 230 гектар ҫине ҫурхи тулӑ, 204 гектар урпа, 120 гектар сӗлӗ, 50 гектар вика, 104 гектар пӗр ҫул ӳсекен курӑксем акса хӑвармалла.  Вӗсемсӗр  пуҫне 119 гектар куккурус пулӗ.  Вӑрлӑхсем пахалӑхлӑ, имҫамласа акатпӑр.  Иртнӗ кӗркунне акса хӑварнӑ кӗр тыррисем аван хӗл каҫнӑ.  Вӗсене апатлантаратпӑр, сӳрелетпӗр, — каласа парать хуҫалӑхӑн тӗп агрономӗ Г.В.Кузьмин.  «Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗшӗн А. С. Лукияновшӑн  ку — ертӳҫӗ пек ирттерекен пӗрремӗш ҫураки.  Ҫавӑнпа та вӑл мӗн май килнӗ таран  уйра ытларах пулса унти ӗҫ-хӗлпе паллашсах тӑма тӑрӑшать.

Хирсенче вара ӗҫ шавӗ тӑрать.  Чи малтанах Алексей Николаев агрегачӗ патӗнче чарӑнтӑмӑр.  Василий Наумов, Иван Николаев, Ильшат Сатертдинов грузчиксем вӑрлӑха бункера тултаратчӗҫ.  Вӗсене Рашид Гибатдинов водитель те пулӑшать.  Ку звенон ҫак лаптӑкра 30 гектар ҫине викӑпа сӗлӗ хутӑшӗ акса хӑвармалла.

Инҫех те мар, тепӗр хирте, Александр Яковлев механизатор тулӑ акать.  Ӑна ку ӗҫре Александр Поденковпа Михаил Григорьев пулӑшса тӑраҫҫӗ.  Ильфат Низамутдинов водитель вӑрлӑх турттарса килсе парать.  Алексей Трофимовпа Димитрий Шуряшкин механизаторсем «Кировец» тракторпа акма ҫӗр хатӗрлесе пыраҫҫӗ.  Геннадий Трофимов трактористпа унӑн пулӑшаканӗ Николай Тарасов нумай ҫул ӳсекен курӑксене сӳрелеҫҫӗ.  Минрамиль Алимовпа Решид Тимергалеев механизаторсем те кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсемпе хирте тӑрӑшаҫҫӗ.  Минифенил Ялалтдинов тракторист фермӑри ӗҫсене пӗтерсен хире тухма тӑрӑшать.  Машинӑпа трактор паркӗнче Андриян Николаев сварщик-юсавҫӑ ӗҫ вӑхӑтӗнче ваннӑ техникӑна юсанӑ чухне пулӑшма яланах хатӗр.

«Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗнче техникӑна упрас, унӑн ӗмӗрне вӑрӑмлатас тесе чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ.  Кунта ҫуракине вӑхӑтра та пахалӑхлӑ вӗҫлеме пур майсем те ҫителӗклӗ.  Хирсенче хӑватлӑ тракторсем тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсемпе опытлӑ механизаторсем ӗҫлеҫҫӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *