Конкурса хутшӑнӑр

Конкурса хутшӑнӑр

«Эпӗ — хӗрарӑм» республикӑри конкурс пуҫланчӗ.  Ӑна 2021 ҫултанпа ирттереҫҫӗ.  Икӗ ҫул хушшинче конкурса пине яхӑн хӗрарӑм хутшӑннӑ.  «Халӑх тӗрӗслевӗ» портал ҫинче сасӑлав валли 766 видеоролик вырнаҫтарнӑ.  Вӗсене компьютерпа усӑ куракан  ҫур миллиона яхӑн ҫын пӑхнӑ, 90 пин ҫын сасӑланӑ.  Кӑҫал конкурс номинацийӗсен шучӗ ӳснӗ.  Халӗ вӗсем вуннӑ.  Конкурс йӗркелӳҫисем ҫамрӑксене, бизнесри хӗрарӑмсене, ҫавӑн пекех кил хуҫи хӗрарӑмӗсене, нумай ачаллӑ амӑшӗсемпе пенсионерсене уйрӑм категорисене уйӑрнӑ.  Халӗ заявкӑсем тӑратма та ытларах вӑхӑт параҫҫӗ.  Вӗсене 2023 ҫулхи апрелӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 22-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.  

Конкурса хутшӑнас тесен заявка ҫырмалла тата видеоролик ӳкермелле.  Видеоролик икӗ минутран ытла пулмалла мар.  Конкурса хутшӑнаканӑн видеоҫырав тӑршшӗпех (тӗп сӑнар вырӑнӗнче) кадрта пулмалла.  Видеоролика «ВКонтакте», «Одноклассники» социаллӑ сетьсенче, Яндекс Диск тата ытти платформӑсенчи уҫӑ страницӑсенче вырнаҫтармалла.  Заявкӑра ролик валли активлӑ ссылка кӑтартмалла.  

Июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен йӑлана кӗнӗ йӗркепе «Чӑваш Республикин халӑх тӗрӗслевӗ» портал ҫинче конкурса хутшӑнаканшӑн сасӑлав иртӗ.  Пӗтӗмлетӳсене июнӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 19-мӗшӗччен тӑваҫҫӗ.  

Конкурсӑн кашни номинацири Гран-при жюри членӗсен сасӑлавӗ тӑрӑх паллӑ пулӗ.  Пӗтӗм номинацири 1, 2 тата 3-мӗш вырӑнсене онлайн-сасӑлавра пухнӑ сасӑсен шучӗпе палӑртаҫҫӗ.  Малти вырӑнсене йышӑннӑ конкурс ҫӗнтерӳҫисене дипломсемпе хаклӑ парнесем параҫҫӗ.  

Наградӑлас церемони кӑҫалхи июнӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, иртет.  Муниципаллӑ округри хӗрарӑмсене «Эпӗ — хӗрарӑм» конкурса хутшӑнма, хӑвӑр мӗн тери пултаруллӑ пулнине туйса илме йыхравлатпӑр.  «Эпӗ — хӗрарӑм» конкурс ҫинчен тӗплӗнрех Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн chwom. rchuv. ru сайтӗнче пӗлме пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *