Понедельник, 15 июля

Хирсенче ӗҫсем пуҫланчӗҫ

Хирсенче ӗҫсем пуҫланчӗҫ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсен хирӗсенче ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем пуҫланчӗҫ.

Апрелӗн 6-мӗшӗ тӗлне 539 гектар ҫинче нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарнӑ, 1089 гектар сӳреленӗ. Ҫак ӗҫсене ҫӗр типсе техника кӗме май килекен пур хуҫалӑхсенче те пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех ҫӗртмене те        сӳрелеҫҫӗ. «Искра» колхоз, «Родина» ООО, «Слава картофелю», «Комсомольские овощи» агрофирмӑсем ҫур тыррисем акма ҫӗр хатӗрлеме пуҫланӑ. Ку ӗҫе хальлӗхе 140 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче вӑрлӑха имҫамлас енӗпе те тӑрӑшаҫҫӗ.

Ремис Шарафутдинов,

ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *