Пӗр ыйту та тимлӗхсӗр юлмӗ

Пӗр ыйту та тимлӗхсӗр юлмӗ

Халӑхпа влаҫ диалогӗ яланах кирлӗ, мӗншӗн тесен хӑйтытӑмлӑх органӗсен вырӑнта пурӑнакансен интересӗсене шута илсе ӗҫлемелле, вӗсен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатассишӗн вӑй хумалла. Ҫакна тӗпе хурса тӗрлӗ шайри ертӳҫӗсем тӑтӑшах  «Тӳрӗ линисем» йӗркелеҫҫӗ. Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов та апрелӗн 5-мӗшӗнче «ВКонтакте» социаллӑ сетьре ҫавнашкал калаҫу ирттерчӗ. Александр Николаевич малтанах муниципаллӑ округ аталанӑвӗпе паллаштарчӗ, ҫывӑх вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртмелли тӗллевсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Пирӗн тӑрӑхра колхозсем, кооперативсем, хресченпе фермер тата килти хушма  хуҫалӑхсем ял хуҫалӑх производствин никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ. Пахчаҫимӗҫ, аш-какайпа сӗт туса илесси аван аталанса пырать. Юлашки вӑхӑтра ҫырла ӳстерекенсем те — Олег Кашкаров, Алексей Краснов, Владимир Яковлев — лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. Кӑҫал вара ҫӗрулми, тӗш-тырӑ, пахчаҫимӗҫ туса илессин калӑпӑшне татах та ӳстерес тӗллевлӗ. Кунсӑр пуҫне продукцие вырӑнтах тирпейлесси пирки те шухӑшсем пур. Ҫапла майпа ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленӗҫ.

Комсомольски муниципаллӑ округӗнче пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство ӗҫӗпе 600 ытла  ҫын тӑрӑшать.  Харпӑр хӑй ӗҫӗпе (самозанятый) 1000 ҫын вӑй хурать. Александр Осипов пӗлтернӗ тӑрӑх, предпринимательсем патшалӑх пулӑшӑвӗпе анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Акӑ, пӗлтӗр «Агростартап» программӑна 6 ҫын хутшӑннӑ, 2 ҫын ҫемье фермине хута янӑ.

Александр Осипов округри хальхи вӑхӑтри ӗҫ-хӗлпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн граждансенчен килнӗ ыйтусем патне куҫрӗ. Ҫынсене ытларах пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сфери, сывлӑх сыхлавӗ, ҫамрӑк ҫемьесене паракан ҫӑмӑллӑхсем, ҫул-йӗре юсас, обществӑлла вырӑнсене тирпей-илем кӗртес тата ытти ыйтусем хумхантарни палӑрчӗ. Пӗрремӗш ыйту, ӑна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн «Тӳрӗ линийӗнче» те панӑччӗ, Комсомольскинчи микрорайонсенчи нумай хваттерлӗ ҫуртсене шыв япӑх пыни пирки пулчӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ ҫинчен эпир хаҫатӑн иртнӗ номерӗнче ҫырнӑччӗ ӗнтӗ, лару-тӑрӑва малашне те тӗрӗслесех тӑрӗҫ. Элпуҫ ялӗнчи Северная урамри юхӑннӑ ҫула хӑҫан юсасса ыйтрӗҫ. Округ пуҫлӑхӗ ку ҫула кӑҫалхи 2-мӗш кварталта обществӑлла инфраструктурӑна аталантармалли проектпа килӗшӳллӗн юсасса пӗлтерчӗ. Аукцион ирттерсе ӗҫе пурнӑҫлаканне суйланӑ ӗнтӗ.

Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче социаллӑ объектсене хута ярас, киввисене юсаса ҫӗнетес ыйтӑва та ҫӗклерӗҫ. Кӑҫала ҫак ӗҫсене палӑртнӑ: «Сывлӑх» наци проекчӗн шайӗнче Тутар Шурут, Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗсен ҫӗнӗ ҫурчӗсене туса хута ямалла. «Культура» наци проекчӗпе килӗ- шӳллӗн, тӗп библиотекӑра юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ, этнобиблиотека хута кайӗ. Комсомольски салинче 640 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкулӑн проектне тума укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн территорине хӑтлӑх кӗртме 13 млн тенкӗ уйӑрмалла, виҫӗ шкулта «Точка роста» хута кайӗ, «Кӗтне» ФСКра футбол уйне тӑвас ӗҫ вӗҫленмелле.

Элпуҫ ялӗнчи культура ҫурчӗн заведующийӗнчен Лариса Носовӑран икӗ ыйту килнӗ. Пӗрремӗшӗ – «Ҫӗрпӳ — Ульяновск — Хирти Выҫли» ҫулӗн шӑпи, тепри — ялти культура вучахне хӑҫан  юсама палӑртни. Хуравран ҫакӑ уҫӑмланчӗ. 2021 ҫулта район администрацийӗ ҫӳлерех асӑннӑ ҫула тӗпрен юсасси пирки проектпа смета документацийӗ хатӗрленӗ, унӑн хакӗ 171,1 млн тенке кайса ларнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, вырӑнти хыснари укҫапа ҫеҫ ҫакна тума вӑй ҫитереймӗн. Асӑннӑ проекта пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе округ администрацийӗ 2023 ҫулта «Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси» патшалӑх программине кӗртме ыйтса Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствине тепӗр хутчен заявка янӑ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене кӗтеҫҫӗ. Иккӗмӗш ыйтӑвӗпе те лав вырӑнтан тапранас шанчӑк пур. ЧР Культура министерстви муниципаллӑ культура учрежденийӗсене 2024—2026 ҫулсенче тӗпрен юсамашкӑн кӑҫалхи апрелӗн 26-мӗшӗнчен кая юлмасӑр проектсен конкурсне ирттерет, унта пирӗн округ шӑп ҫак объект пирки заявка тӑратнӑ.

Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакансене пурне те автоҫула яла ҫити тӗпрен юсас ыйту кӑсӑклантарать. «Асӑннӑ автоҫул «Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси» патшалӑх программипе 2023 ҫулта пурнӑҫламалли перечене кӗнӗ. Объекта тума II квартал пуҫламӑшӗнче укҫа-тенкӗ уйӑрмалла», — хуравларӗ Александр Осипов.

«Тӳрӗ линие» килнӗ ҫивӗч ыйтусенчен пӗри — Комсомольски ялӗнчи йӑлари каяшсене тасатакан сооруженисен шӑпи. Хальхи вӑхӑтра райцентрта ӗҫлекен 3 сооружение 1974—1978 ҫулсенчех хута янӑ. Паллӑ ӗнтӗ, ҫур ӗмӗр каяллахискерсен хӑвачӗ паянхи кун ыйтӑвӗсене тивӗҫтереймест. Инженери коммуникацийӗсен 70 е ытларах проценчӗ юхӑннӑ, ҫавӑнпа аварилӗх шайӗ пысӑк. Паянхи куна унӑн проекчӗ хатӗр ӗнтӗ, смета хакӗ 506,1 млн тенкӗпе танлашать. «Чистая Волга» патшалӑх программипе укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, объект 2024 ҫулхи IV кварталта хута каймалла. Ӑна туса пӗтериччен уйрӑм ҫынсен, предприятисемпе учрежденисен хӑйсем чавнӑ канализаци тытӑмӗсене йӗркене кӗртмелле, ҫӗнӗрен хута каякан сооруженисем ҫумне ҫыпҫӑнма ха- тӗрленсе тӑмалла.

Округра пурӑнакансем Комсомольски тӗп больници умӗнчи автотранспорт чарӑнӑвне йӗркелеме те ыйтрӗҫ. А.Н.Осипов ку ыйтӑва шута илме, 2023 ҫулхи II кварталта вырӑнти пуҫарусем ҫинче никӗсленнӗ проектсен конкурсне заявкӑсем йӗркеленӗ чухне автостоянкӑна хӑтлӑлама та заявка парасса каларӗ.

Ҫар службине мобилизаци йӗркипе кайнисен ҫемйисене мӗнле пулӑшу кӳни пирки те ыйту пулчӗ. «Пӗр ҫемье те тимлӗхсӗр юлмасть. Кашни ҫемье ҫумне депутатсен тата предпринимательсен йышӗнчен кураторсем ҫирӗплетнӗ, кирлӗ чухне вӗсем адреслӑ пулӑшу параҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ачисенчен 11-шӗ — шкул ҫулне ҫитичченхи ӳсӗмре, 7-ӗн шкулта вӗренеҫҫӗ. Вӗрентӳ организацийӗсенче вӗсене тӳлевсӗр апатлантараҫҫӗ, ача сачӗсене, кружоксене, «Кӗтне» ФСКри секцисене ҫӳренӗшӗн, Чӑваш Енри ачасен сывлӑхне ҫирӗплетекен лагерьсенче каннӑшӑн тӳлеттермеҫҫӗ», — пӗлтерчӗ Александр Николаевич. Ҫавӑн пекех Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче мӗнле мероприятисем йӗркелесси ҫинче те чарӑнса   тӑчӗ. 

«Тӳрӗ линие» килнӗ ытти  ыйтусене пӗрне те тимлӗхсӗр хӑвармӗҫ, вӗсем ҫине те хуравсем парӗҫ.

Любовь ШУРЯШКИНА

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *