Пятница, 19 апреля

Икӗ пуҫарупа тухнӑ

Икӗ пуҫарупа тухнӑ

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева Туризм комитечӗ ҫумӗнчи эксперт советне саккунсен икӗ пуҫарӑвӗпе тухнӑ.

«Вӗсене командӑпа, эксперт совечӗн тата эпӗ ертсе пыракан ача-пӑчапа ҫамрӑксен туризмӗн ушкӑнӗн членӗсемпе пӗрле хатӗрленӗ. Пӗрремӗш саккун проектӗнче, Раҫҫей туриндустри союзӗн сӗнӗвӗсем ҫинче никӗсленнӗскерте, турист автобусӗсем пирки сӑмах пырать. «Турист автобусӗсем» ӑнлава вӑя кӗртни ачасен ҫулҫӳревне йӗркелекен организацисене укҫа-тенкӗ енчен тухакан йывӑрлӑхӗсене чакарма май памалла.

Иккӗмӗш саккун проекчӗ туризмӑн пӗтӗмӗшле ӗҫӗ-хӗлне тата ача-пӑча туризмне йӗркелессипе ҫыхӑннӑ. Вӑл «Раҫҫей Федерацийӗнчи туризм ӗҫӗ-хӗлӗн никӗсӗсем ҫинчен» федераллӑ саккуна «экскурси», «ҫулҫӳрев», «поход» тата «экспедици» ӑнлавсене кӗртсе  туризма пырса тивекен право хутшӑнӑвӗсенчи ҫитменлӗхсене пӗтерме май парӗ», —  пӗлтернӗ А.Салаева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *