Вӑрҫӑ хирӗнче маскировка питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ тата сывлӑш пекех кирлӗ. Унсӑрӑн салтаксем те, ҫар техники те, инженери сооруженийӗсем те ал тупанӗ ҫинчи пекех курӑнаҫҫӗ. Кун пек тетел нумай пурнӑҫа ҫӑлса хӑварма пулӑшать. Фронта маскировка сечӗсем питӗ кирлине шута илсе, вӗсене тума пирӗнтен кашниех хутшӑнма пултарать.
Ҫакна ӑнланса Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмне кӗрекен Нӗркеҫ, Янкасси, Ҫӗнӗ Кипеҫ, Хирти ,нелпе Хирти Сӗнтӗр, Тӗвенеш ялӗсенче пурӑнакансем тетел ҫыхма пуҫӑннӑ та. Харсӑр ҫынсен ӗҫне территори уйрӑмӗн начальникӗ Геннадий Ефремов, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн директорӗ Надежда Петрова, Владимир Воронов, Вера Петрова вӗрентекенсем йӗркелесе, хавхалантарса пыраҫҫӗ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин уявне, ун хыҫҫӑнхи кану кунӗсене ҫак тӑрӑхри ҫынсем харсӑр ӗҫпе паллӑ тунӑ. Вӗсем Нӗркеҫ вӑтам шкулне ушкӑнпа туслӑн пухӑнса ӗҫленӗ. Унта ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксене пулӑшас тӗллевлисем — вӗрентекенсем, пенсионерсем, шкул ачисем, ял-йыш — йышлӑн пуҫтарӑнса маскировка сеткисем хатӗрленӗ. Вӗсем 6 метр тӑршшӗ, 5 метр сарлакӑш. Кунта пурӑнакансем тӗрлӗ тӗслӗ пир-авӑрпа ӗҫлеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫак тетелсем ландшафтпа килӗшсе тӑмалла-ҫке. Тӗслӗхрен, пӗр ҫӗрте юр выртать, тепринче — сарӑхнӑ курӑк. Патриотсен аллинче ӗҫ вӗресе тӑнӑ. Темиҫе кун хушшинче Хирти Сӗнтӗр тӑрӑхӗн-че пурӑнакансем икӗ маскировка сечӗ ҫыхнӑ. Паянхи куна фронта ӑсатма пурӗ 5 сетка хатӗр. Ку енӗпе ӗҫ малалла пырать.
Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан хастар волонтер Владимир Воронов пӗлтернӗ тӑрӑх, маскировка сетки тумалли чӗртавара телеграмри «Своих не бросаем. Комсомольский район» ушкӑнра тӑракансем пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗпе туянаҫҫӗ. Акӑ, Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Валерий Свеклов 45 метр сеть панӑ, ыттисем те илсе килеҫҫӗ. «Раҫҫей ҫарне тӑшмансемпе кӗрешме пулӑшнӑшӑн, пулас ҫӗнтерӗве ҫывхартма хӑйсен тӳпине хывма тӑрӑшнӑшӑн пурне те кӑмӑлтан тав тӑвас килет», — тет Владимир Воронов.
Л.ШУРЯШКИНА.