Суббота, 7 сентября

Ял ҫыннин ыйту нумай

Ял ҫыннин ыйту нумай

Нумаях пулмасть Асанкасси ялӗнче иртнӗ граждансен пухӑвӗнче чылай ыйту пӑхса тухрӗҫ, тӗллевсене палӑртса кирлӗ йышӑнусем турӗҫ.

Малтанах территорилӗ уйрӑмӑн начальникӗ Н.Н.Карпов администраци 2022 ҫулта мӗнле ӗҫлесе пынипе, ялти лару-тӑрупа паллаштарчӗ.  Ку тӑрӑхра ял ҫыннине пурӑнма кирлӗ условисем туса парас, йӑла тата пурнӑҫ условийӗсене тивӗҫтерес тӗлӗшпе чылай тӑрӑшнӑ, тӑрӑшаҫҫӗ те. Уйрӑмах пӗлтерӗшли —  «Асаново» ЯХПК ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыни. Вӑл  чылай ыйтӑва татса пама пулӑшать. Сӑмахран, халӑха ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерет, пушар хуралне хӑй вӑйӗпе тытса тӑрать, халӑхпа пурнӑҫлакан ӗҫсене тунӑ чухне техникӑпа тата ытти енсемпе пулӑшать. Ялтах вӑтам шкул пур, ун ҫумӗнче шкул ҫулне ҫитмен ачасен кӗске вӑхӑтлӑх ушкӑнӗсем йӗркеленӗ, фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлет, аптека уҫӑлнӑ, магазинсем тӗрлӗ тавар сӗнеҫҫӗ. Яла асфальтлӑ ҫул ҫитет, урамсенчи ҫулсене те пӑхсах тӑраҫҫӗ. Ял ҫыннисем тата патшалӑх пулӑшнипе социаллӑ-культурӑллӑ инфраструктурӑна аталантарма тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, ялта пурӑнма, канма пӗтӗм услови пур  темелле. Анчах та, нумай ҫӗрти пекех, ял ватӑлса пыни, пурӑнакансен йышӗ чакни пӑшӑрхантарать. Пӗлтӗр ялта 4 ача анчах ҫут тӗнчене килнӗ. Мӑшӑрланса яла пурӑнма юлакан та нумаях мар. Асанкасси иртнӗ ӗмӗрӗн 60—90-мӗш ҫулӗсенче  хуҫалӑхсен шучӗпе те, халӑх йышӗпе те районта чи пысӑк виҫӗ ял йышӗнче пулнӑ. Халӗ кунта 897 ҫын пурӑнать (танлаштарма — 2008 ҫулта ку кӑтарту 1217 ҫын пулнӑ). Кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑ тӗле 426 уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗ шутланнӑ. Вӗсенчен 146-шӗнче хӗл кунӗсенче мӑрйисенчен тӗтӗм тухмасть. Ҫакӑн ҫинчен каланӑ чухне Николай Николаевич ялӑн малашнехи шӑпишӗн пӑшӑрханни палӑрчӗ.

Ял территорийӗнче пӗлтӗр тирпей-илем ыйтӑвӗпе чылай ӗҫ тунӑ. Урамсене вак чул сарса хытарнӑ, пӗвене тасатнӑ, масар ҫинчи ҫурт тӑррине витнӗ, ача-пӑча вылямалли лаптӑксем хӑтлӑланӑ, ҫӳп-ҫап тӑкмалли контейнерсем  вырнаҫтарнӑ, ялта ҫӗнӗ чиркӳ ӗҫлеме пуҫланӑ…

«Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗн А.Н.Бахтеровӑн сӑмахӗсенче те тирпей-илем ыйтӑ- вӗсемех пулчӗҫ. «Контейнерсене йӑла каяшӗсем ҫеҫ мар, йывӑҫ тураттисем, ҫулҫӑсем тата ытти япаласем те пӑрахаҫҫӗ», — палӑртрӗ вӑл. «Кун пек тӗслӗхсем пӗр Асанкасси тӑрӑ- хӗнче ҫеҫ мар, ытти ялсенче те тӗл пулаҫҫӗ. Укҫа тӳлетпӗр, кирек мӗн те пӑрахма юрать, тет пулӗ хӑшӗ-пӗри. Анчах та ҫакӑ халӑхах каялла пырса тивет. Ҫӳп-ҫап пуҫтаракансем тӑкак нумай пулсан тарифсене татах та   ӳстерме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та кӑмакара ҫунтарма май пур ӑпӑр-тапӑра, купаласа ҫӗртсе тислӗк тума пулакан япаласене контейнера пӑрахнине куракансем асӑрхаттарни те вырӑнлӑ пулать. Эпир хулара пурӑнмастпӑр. Типӗ ҫулҫа, ӳсен-тӑран юлашкисене купаласа хурса компост тума вырӑн тупӑнатех», — пӗлтерчӗ муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ А.В.Краснов.

Ял ҫыннисенчен чылайӑшӗ хушма хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетет. Ҫакӑ вӗсен продукцине сутса укҫа-тенкӗллӗ пулма май парать. Асанкасси ялӗнче 378 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх, вӑл шутран 249 пуҫ сӑвакан ӗне тытаҫҫӗ. Сӗте тӗпрен илсен «Асаново» кооператива сутаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех сысна ӗрчетекен те чылай.  Ялта хӑй тӗллӗн ӗҫлекен пек регистрациленнисем те пур.

Ялта тӑтӑшах культурӑпа кану мероприятийӗсем ирттернӗ, спорт тупӑшӑвӗсем йӗркеленӗ. Вӗсене халӑха ытларах явӑҫтарас тесе тӑрӑшнӑ.

Ку тӑрӑхран  Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем те пур. Вӗсене  пулӑшу парас тесе те ял ҫыннисем чылай тӑрӑшнӑ.

РФ Ш,Мӗн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗн участокри инспекторӗ А.А.Соловьев ял территорийӗнче право йӗркине сыхлас енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем тата ултавҫӑсенчен асӑрханмалли мерӑсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. 31-мӗш пушар чаҫӗн начальникӗ И.В.Ананьев пушартан сыхланмалли мерӑсем пирки каласа пачӗ. РФ Социаллӑ фончӗн пирӗн округра ушкӑн правипе ӗҫлекен клиент службин начальникӗ Н.В.Юманова, социаллӑ хӳтлӗх пайӗн начальникӗ И.Н. Долгова тата ытти яваплӑ ӗҫченсем ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ. Асанкассинчи ФАП заведующийӗ Н.П.Козлова халӑха диспансеризаци тухмалли ҫинчен аса илтерчӗ.

Иртнӗ ҫулхи ӗҫсене пӑхса тухнӑ, сӗнӳсене шута илнӗ. Асанкассисем кӑҫал та хӑйсем пурӑнакан тӑрӑх тирпейлӗ, илемлӗ пултӑр, ял малалла та аталантӑр тесе тӑрӑшӗҫ. Ҫакна тума пултаруллӑ та пуҫаруллӑ ҫынсем те, ӳркенсе тӑман халӑх та пур.

Ю.Гаврилов.    

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *