Понедельник, 29 апреля

Пӗрле тӑрӑшни кирлӗ

Пӗрле тӑрӑшни кирлӗ

Комсомольски муниципаллӑ округӑн территориллӗ уйрӑмӗсенче граждансен пухӑвӗсем пуҫланчӗҫ. Вӗсенче халӑх пӗрле пуҫтарӑнса иртнӗ ҫул туса ирттернӗ ӗҫсене сӳтсе явать, малашнехи тӗллевсене палӑртать. Хирти Сӗнтӗр территориллӗ уйрӑмне кӗрекен Хирти Сӗнтӗр тата Хирти Ӗнел, Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш ялӗсенче пухусем темиҫе кун маларах иртнӗ. Февралӗн 3-мӗшӗнче вара Нӗркеҫ тата Янкасси ҫыннисем ялти культура ҫуртне пуҫтарӑнчӗҫ.

Пухӑва халӑх йышлӑн килни ку тӑрӑхра пурӑнакансене чӑннипех те ял пуласлӑхӗ, унӑн малашнехи аталанӑвӗ пӑшӑрхантарнине ҫирӗплетет. Шӑпах пухура ял ҫыннисене хумхантаракан  ыйтусемпе калаҫмалла, пӗрле канашласа йывӑрлӑхсене татса памалли майсем шырамалла. Чи малтанах халӑхӑн хӑйӗн пуҫару тумалла. Пуҫару тенӗрен, вӑл е ку ӗҫе тума кирлӗ укҫа-тенкӗн пӗр виҫине ҫынсем хӑйсем пуҫтарса хывсан, патшалӑх ытларах пайӗпе яланах пулӑшма тӑрӑшать. Ҫакӑн ҫинчен муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов та халӑхпа тӗл пулнӑ вӑхӑтра тӑтӑшах пӗлтерет. Ҫапла майпа ялти чылай ӗҫе пурнӑҫлама май пур. Хирти Сӗнтӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакансем пуҫаруллӑ (инициативлӑ) проектсемпе ӑнӑҫлӑ усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ, паллах, вырӑнти ертӳҫӗн ҫаврӑнӑҫулӑхӗнчен те нумай килет. Территориллӗ уйрӑм начальникӗн Г.Е.Ефремовӑн отчетне итленӗ  май, ялсем хитреленччӗр, вӗсенче пурнӑҫ условийӗсем лайӑхланччӑр, малалла аталанччӑр тесе чылай ӗҫ тунине куратӑн. Кунта юлашки ҫулсенче ҫеҫ 19 проекта ӗҫе кӗртнӗ, кӑҫал тепринпе, кивелнӗ шыв оборудованине юсаса улӑштарассипе, ӗҫлесшӗн. Каларӑмӑр ӗнтӗ, ҫав проектсенчен ытрахӑшӗ пуҫару бюджечӗн укҫа-тенкипе пурнӑҫланнӑ.

Геннадий Егоровича ялти демографиллӗ лару-тӑру пӑшӑрхантарать. Ҫынсен йышӗ чакать, вилекенсем ҫуралакансенчен чылай ытларах, мӑшӑрланакан сахал, ҫамрӑксем яла юласшӑнах мар, пушӑ ҫуртсем хушӑнсах пыраҫҫӗ… Ялта пурӑнакансен пурнӑҫпа йӑла условийӗсене лайӑхлатас, тавралӑха тирпей-илем кӗртес, инфраструктурӑна аталантарас енӗпе кунта чылай ӗҫ тунӑ. Халӑха ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерес, пӗвесене, кӗперсене юсас, ҫул-йӗре тивӗҫлӗ шая ҫитерес тесе ҫине тӑрса тӑрӑшнӑ. Ку енӗпе малашне те вӑй хурас тӗллевлӗ.

Хирти Сӗнтӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакансем спортпа туслӑ. Ҫавӑнпа та кунта тӑтӑшах ӑмӑртусем йӗркелесе халӑха сывӑ пурнӑҫ йӗркипе туслаштарма, сывлӑхне ҫирӗплетме, канӑвне усӑллӑ ирттерме май параҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ спорт тупӑшӑвӗсене хутшӑнакансем йышлӑ пулни савӑнтарать. Культура ӗҫченӗсем те халӑхпа тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Кунта ака-суха ӗҫӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн «Акатуй» уявне ирттересси йӑлана кӗнӗ. Вырӑнти влаҫ органӗсем халӑх пурнӑҫне лайӑхлатас енӗпе пурнӑҫланӑ пур ӗҫе асӑнса та пӗтереймӗн.

Пухура Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас, ялсене тирпей-илем кӗртес, хушма хуҫалӑха аталантарас, право йӗркине сыхлас, пушара хирӗҫ кӗрешес тата ытти нумай ыйту ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Ҫынсем хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ.

Ял ҫыннине пӑшӑрхантаракан, калаҫтаракан ыйту чылай. Вӗсене пурне те пӗр самантра татса пама май ҫук. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ те, территориллӗ уйрӑм начальникӗ те вӗсене ҫырса хурсах шута илсе пычӗҫ. Ҫийӗнчех хуравлама май пуррисене пухӑва хутшӑннӑ тӗрлӗ органсенче ӗҫлекен яваплӑ специалистсем  ӑнлантарса пачӗҫ.

Пуху ӗҫне РФ Социаллӑ фончӗн пирӗн округра ушкӑн правипе ӗҫлекен клиент службин ертӳҫи Н.В.Юманова, социаллӑ хӳтлӗх пайӗн начальникӗ И.Н.Долгова, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр специалисчӗ Е.С.Селиванова, патшалӑх пушар надзорӗн инспекторӗ В.А.Давыдов тата ытти специалистсем хутшӑнчӗҫ, ҫӗнӗ саккунсемпе паллаштарчӗҫ.

Ӗҫ нумай, вӗсене пурнӑҫлама пӗрле тӑрӑшни кирлӗ — ҫак шухӑш пухура яр уҫҫӑн палӑрчӗ. Апла пулсан, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем палӑртнӑ тӗллевсене ӗҫе кӗртес тесе кӑҫал та  тӑрӑшасса шанма пулать.

Г.Юрьев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *