Четверг, 25 апреля

Турнир виҫҫӗмӗш хут иртрӗ

Турнир виҫҫӗмӗш хут иртрӗ

Январӗн 27-мӗшӗнче Шурут вӑтам шкулӗн спорт залӗнче волейбол турнирӗ иртрӗ. Ӑна Шурут ял тӑрӑхӗн тата Комсомольски районӗн Хисеплӗ гражданинне, «Урожай» колхоза нумай ҫул ертсе пынӑ А.Н.Ершова асӑнса йӗркеленӗ.

Икӗ ҫул каялла район ҫыннисем ҫак пултаруллӑ, ӗҫе парӑннӑ ҫынпа ӗмӗрлӗхех сывпуллашрӗҫ. Алексей Никифоровича асӑнса Комсомольски район администрацийӗ ҫулсерен волейбол турнирӗ ирттерме пуҫару тунӑ. Алексей Ершов хӑй те маттур   спортсмен пулнине, спорта аталантарассишӗн питӗ тӑрӑшнине, волейболла выляма уйрӑмах юратнине палӑртса хӑвармалла.

Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртекен турнира пилӗк команда хутшӑнчӗ% Комсомольски муниципаллӑ округ администрацийӗн служащийӗсем, территориллӗ уйрӑмсен начальникӗсем, ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресченпе фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем, вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсем тата «Урожай» колхоз специалисчӗсем.

Турнира Шурут территориллӗ уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Маштанов уҫрӗ. Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Юрий Митюков, «Урожай» колхоз председателӗ Юрий Егоров, А.Н.Ершовӑн хӗрӗ Виктория, Геннадий Волков сӑмах илчӗҫ, пурте Алексей Никифоровича ырӑпа аса илчӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем ӑмӑртӑва хутшӑнакансене ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Командӑсем хушшинчи вӑйӑсем питӗ кӑсӑклӑ иртрӗҫ, спортсменсем пӗтӗм вӑйне парса, ҫӗнтерес ӗмӗтпе ҫунатланса выляни чуна тыткӑнларӗ. Куракансем вара вӗсене киленсе пӑхрӗҫ, алӑ ҫупса, кӑшкӑрса-шӑхӑрса хавхалантарчӗҫ. Командӑсем пурте вӑйли палӑрчӗ, вӑхӑт-вӑхӑтпа очкосем пӗртан та пычӗҫ. Ҫапах вӑйӑ вӑл вӑййах, хӗрӳ кӗрешӳре «Урожай» колхоз команди ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫрӗ. Иккӗмӗш вырӑна ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем тухрӗҫ, территориллӗ уйрӑмсен начальникӗсем вара виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ-команда куҫса ҫӳрекен кубока тивӗҫрӗ. Турнира хутшӑннисене пурне те асӑнмалӑх медальсемпе, Дипломсемпе  наградӑларӗҫ.

Турнир ӑшӑ та туслӑ лару-тӑрура иртрӗ, унта хутшӑннӑ кашни ҫынна лайӑх кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ. Спортсменсене, хӑнасене пурне те вӗри апатпа сӑйларӗҫ. Ку ӗҫе валли Алексей Никифоровичӑн тусӗсем, вӗренекенӗсем, «Урожай» колхоз правленийӗ спонсорла пулӑшу панӑ.

Ӑмӑртӑва ҫӳллӗ шайра ирттерме пулӑшнӑшӑн йӗркелӳҫӗсем спортсменсенчен, хӑнасенчен тав сӑмахне тивӗҫрӗҫ.

Спортри ырӑ пуҫарусене упраса малалла тӑсакансем пурри чуна савӑнтарать.

Л.ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *