Воскресенье, 28 апреля

Пирус туртатӑн — сывлӑхна сиенлетӗн

Пирус туртатӑн — сывлӑхна сиенлетӗн

Пирус сывлӑха сиен кӳнине пурте пӗлеҫҫӗ, ҫапах куншӑн туртакансен йышӗ сахалланать тесе калаймӑн. Тӗтӗм сӑвӑрма юратакансем укҫа тӳлесе хӑйсене валли чир ҫӑлкуҫӗ туяннине тавҫӑраҫҫех. Ара, ҫав усал сӗрӗме пула хӑрушӑ шыҫӑ аталанма, инфаркт е инсульт пулма, организмра шайлашулӑх ҫухалма пултарас хӑрушлӑх пысӑк-ҫке. Туртма пӑрахсан ӳт-пӳпе ӑш-чикре мӗнле улшӑнусем пуласса вара тухтӑрсем кӑна пӗлеҫҫӗ.

Кирек мӗнле ӳсӗмре те, кунне миҫе пирус туртнине пӑхмасӑрах, табакран сивӗнни организмшӑн усӑллине Америка ученӑйӗсем ҫирӗплетсе панӑ. Ан тив, туртма пӑрахнӑ хыҫҫӑн 8 ҫул таран аса илтерсе тӑрсан та, никотинсӑр  тӗрлӗ органсен, тӗртӗмсемпе клеткӑсен ӗҫӗ пурпӗр хуллен йӗркеленме пуҫлать. Вӑйпа ӗҫлесен те ывӑнни хӑвӑртрах иртет, кӑмӑл-туйӑм ҫирӗпленет. Хӑшӗ-пӗри вара ансат мар тапхӑра чӑтса ирттереймест, пируса тепре ҫӑвара хыпать. Ҫакӑн сӑлтавӗ – тимлӗх ҫухални, ыйхӑ килменни, ним ҫукранах тарӑхни, чӑтӑмлӑх ҫукки.

Никотин тыткӑнӗнчен хӑтӑлас текенсене туртма тӳрех пӑрахсан мӗн пуласси — хӑҫан сывлама ҫӑмӑлланасси, сывлӑх ҫирӗпленесси — кӑсӑклантарать. Наркӑмӑш лекнӗ хыҫҫӑн 20 минутранах, ҫӗнӗ доза илсе ӗлкӗреймесен, организм хӑйӗн вырӑнне таврӑнма пуҫлать-мӗн.

Туртма пӑрахсан юнпа тӗрлӗ органсенче епле улшӑнусем пулнипе паллашар-ха. Юн никотинран тасалать, унӑн биохмилле йышӗ йӗркене кӗрет, лейкоцитсемпе эритроцитсем шайлашӑнаҫҫӗ, кислород ытларах илме пикенет, тромбсем пуласлӑх чакать. Сосудсен стенкисем ҫирӗпленеҫҫӗ, юн пусӑмӗ йӗркеленет, шыҫӑсем ҫухалаҫҫӗ. Чӗре патне кислород аванрах ҫитме пуҫлать, миокард ҫирӗпленет. Инфаркт хӑрушлӑхӗ чакать, чӗре таппи йӗркене кӗрет. Пуҫ мимине кислородпа тивӗҫтереслӗх те аванланать. Тимлӗх вӑйланать, шухӑшлав процесӗсем хӑвӑртланаҫҫӗ, ӑс-тӑн ҫирӗпленет. Туртма чарӑнни эндокрин тытӑмне те ҫӑмӑллӑх кӳрет. Гормонсен шайӗ йӗркеленет, нейромедиаторсен йышӗ шайлашӑнать, япаласен ылмашӑвӗ лайӑхланать.

Л.ЯРЫШЕВА,

нарколог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *