Ачасем хамӑрӑн историне лайӑх пӗлсе ҫитӗнччӗр

Ачасем хамӑрӑн историне лайӑх пӗлсе ҫитӗнччӗр

Инна Ядрова, районти тӗп библиотека директорӗ:

— Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.Николаев  Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура иртнӗ ҫул культурӑна аталантарассипе, паллӑ ҫынсене халалласа ирттернӗ мероприятисем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Тӗп  тата ялсенчи вулавӑшсенче  те ҫулталӑк пӗр йӗрсӗр иртмерӗ. Библиотекарьсем паллӑ ентешсемпе тӗлпулусем йӗркеленӗ, ҫак ӗҫе малалла та тӑсӑпӑр. Е.Сорокина, Л. Филиппова библиотекарьсем Чӑваш Енӗн карттине тӗрлеме хутшӑнчӗҫ.Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑвассине те каланӑран ҫак  темӑпа эпир те тӗрлӗ мероприяти йӗркелеме палӑртатпӑр. Патриархӑмӑрӑн «Чӑваш халӑхне» халалне асра тытса пӗрлехи вӑйпа тӑван чӗлхепе культурӑна аталантарасси, йӑла-йӗркене упраса хӑварасси – пирӗн тӗллев.

Кӑҫал Раҫҫейре – Вӗрентекен тата наставник, Чӑваш Енре — Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ. Ачасем хамӑрӑн историне лайӑх пӗлсе ҫитӗнччӗр, ӗмӗрхи йӑла-йӗркене хисеплеччӗр, Тӑван ҫӗршывӑн чӑн патриочӗсем пулччӑр тесен пирӗн, аслисен, вӗсене тӗслӗх кӑтартмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *