Мария Илларионова, Комсомольски территориаллӑ уйрӑм начальникӗ:
— Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне тухнӑ Ҫырӑвӗнче паянхи куншӑн ҫивӗч те пӗлтерӗшлӗ ыйтусене хускатрӗ. Вӑл вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫне ҫутатса пачӗ, республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пысӑк тимлӗх уйӑрчӗ, 2023 ҫулта тума палӑртнӑ плансемпе паллаштарчӗ. Олег Николаев палӑртнӑ ӗҫсен тӗп пахалӑхӗ — вӗсем халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерес, ялта та, хулара та аталанма лайӑх мелсем туса парас тӗллевлӗ пулни.
Тӗслӗхрен, Комсомольски муниципалитет округне аталантарас енӗпе те сахал мар ӗҫ пурнӑҫламалла. Ку енӗпе нумаях пулмасть ҫеҫ округри депутатсен пухӑвӗнче муниципалитет аталанӗвӗн тӗп планне ҫирӗплетрӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн эпир Комсомольски вӑрман хӗррине( «Акатуй» ирттерекен вырӑн) татах та тирпей-илем кӗртме, ҫӗнетме палӑртатпӑр. Ҫак вырӑн туристсене, район, республика ҫыннисене канма, вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли чи илемлӗ вырӑн пулса тӑтӑр. Ку енӗпе вара пурнӑҫламалли, ӗҫе кӗртмелли шухӑшсем чылай.
Ял ҫыннисен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатас тӗлӗшпе кӑҫал та ӗҫе кӗртмелли проектсем чылай. Чи малтанах эпир шыв ыйтӑвне татса парасшӑн. Ҫавна май пӗлтӗр резерври скважина тума вӑй ҫитернӗ. Кӑҫал вара тата 1 км шыв пӑрӑхӗсем хурасшӑн. Унпа пӗрлех Комсомольски салинче те тума палӑртнӑ ӗҫ планӗсем пысӑк: И.Кабалин микрорайӗнӗнчи ача-пӑча площадкисене хӑтлӑлатасшӑн, ачасене выляма ҫӗнӗ йышши оборудованисем вырнастрасшӑн, масарсене илсе ҫитерекен ҫулсене юсаса ҫӗнетесшӗн тата ытти те.
Ӗҫсене, паллах, халӑхӑн шухӑш-кӑмӑлне шута илсе пурнӑҫлатпӑр, малашне те ҫак енӗпе тӑрӑшӑпӑр. Пурте пӗрле килӗштерсе вӑй хурсан палӑртнӑ ӗҫсене вӑхӑтра пурнӑҫлама пулатех.