Иртнĕ эрнекун, январĕн 20-мĕшĕнче, районти культура çуртĕнче анлă канашлу пулса иртнĕ. Унта районăн 2022 çулхи социаллă-экономикăлла аталанăвне пĕтĕмлетнĕ. Комсомольски муниципаллă округ администрацийĕн пуçлăхĕ А. Н. Осипов хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕрхи ĕç-хĕлпе паллаштарнă май юлашки 5 çулти кăтартусем çинче те чарăнса тăнă. Вăл иртнĕ çул тухăçлă пулнине, халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас, тĕллевлĕ программăсене пурнăçлас тесе депутатсен корпусĕпе, федераллă тата республика влаç органĕсемпе пĕрле ĕçленине палăртнă. Пĕтĕм тытăм тухăçлă тăрăшнине пула, тĕпрен илсен, палăртнă тĕллевсене вĕçне çитернĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр районта çĕнĕ культура çурчĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ хута янă. Çĕнĕ Мăратри пĕтĕмĕшле практика офисне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, Аслă Çĕрпӳелĕнчи, Урмаелĕнчи офисĕсенче юсав ĕçĕсене çак кунсенче вĕçлемелле. Ялсене тирпей-илем кĕртес енĕпе те сахал мар ĕç пурнăçланă.
Районăн социаллă-экономикăлла пурнăçĕпе паллаштарнă май Александр Николаевич пĕтĕм отрасльти ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Кăçалхи çул пурнăçламалли тĕллевсемпе паллаштарнă. Пурте пĕрле тăрăшсан çеç вĕсене вĕçне çитерме май пулни çинчен каланă.
Канашлу ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕн ертӳçин пĕрремĕш çумĕ — шалти политика управленийĕн начальникĕ Владимир Степанов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров, вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров, промышленноç тата энергетика министрĕ Александр Кондратьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов хутшăннă. Вĕсем хăйсен сăмахĕсенче Комсомольски районĕн ĕçченĕсем яланах пуçаруллă та пултаруллă пулнине палăртнă, малашне те хастарлăхпа палăрасса шаннине пĕлтернĕ.
(Хамăр инф).