Четверг, 18 апреля

Çĕннине пĕлме май пулĕ

Иртнĕ çул вĕлле  хурчĕ усракансемшĕн çăмăл пулмарĕ. Уйрăмах çуркунне, çунатлă туссем  пĕрремĕш вĕçев тунă хыççăн, çанталăк тепĕр хут сивĕтсе кайрĕ.  Унтан пĕр эрне ăшă çанталăк тăрсан татах сивĕ тапхăр пуçланчĕ. Çил çурçĕр енчен ытларах вĕрнĕ май шыв илме вĕçсе тухсан нумай пыл хурчĕ каялла таврăнаймарĕ. Çавна пула хуртсен йышĕ, ытти çулхи пек, пысăк хăвăртлăхпа ӳссе пыраймарĕ. Май уйăхĕ те  ăшах пулмарĕ. Кукшапуç (одуванчик) çеçкене ларнă вăхăтра, вĕлле хурчĕсем  чечек тусанĕ (пыльца) пуçтарма  кайнисем çеçке çинчех шăнса вилни чылай пулчĕ. Çанталăка пулах вĕлле хурчĕсен аталанăвĕ икĕ эрне каярах юлса пычĕ. Çавăн пекех пыл паракан курăксем, вăл шутра пирĕн патра паха нектар паракан çăка йывăççи те, 10 кун каярах юлса çеçке çурчĕ.  Ун çинчи çеçкисем те, ытти çулпа танлаштарсан, икĕ хут сахалтарах, чылайăшĕн çӳлти пайĕнче çеç пулчĕç. Вăрманта  ӳсекен çăкасем çинче вĕлле хурчĕсем мĕн пурĕ те тăватă кун çурă кăна  ĕçлесе юлчĕç. Çак кĕске вăхăт хушшинче вăйлă йышлă вĕллесем аванах ун пылне пуçтарма ĕлкĕрчĕç. Тараса çинче ларакан тĕрĕслев вĕлли кунне 6 килограмм таран пыл пуçтарма пултарчĕ. Каярахпа, çăка çеçки типнĕ хыççăн, эпир вĕллесене платформа çине лартса Ульяновск облаçне фацели, синяк, хуратул, хĕвелçаврăнăш культурисем çине илсе кайрăмăр. Каялла сентябрĕн 3-мĕшĕнче кăна таврăнтăмăр. Вĕлле хурчĕсем унта июль, август уйăхĕсенче нумай пыл пуçтарма пултарчĕç. Вăл вăхăтра çанталăк питĕ меллĕ, лайăх пулчĕ. Каçсем питĕ ăшă тăнипе пыл хурчĕсем, тĕттĕм пулсан та çĕр выртма çеçкесем çине  вĕçсе каяççĕ. Ирхине ирех çутăлсанах, пылпа таврăнаканнисем нумай пулчĕç. Çавна пула тĕпрен илсен чылай утарçăн кăтартăвĕсем пысăк. Паллах, ку  пире, пыл хурчĕ усракансене, савăнтарать. Нумай утарçăпа калаçнă хыççăн, тĕпрен илсен 2022 çул ăнăçлă, лайăх çулсенчен пĕри пулса тăрать. Апла эпир малалла аталанма пултаратпăр. Пĕлтĕрхи пыл кĕркунне  иртерех ларчĕ, хытрĕ. Ку вăл пыл çинче глюкоза нумайрах пулнине пĕлтерет. Апла пулсан хĕл каçнă вăхăтра пирĕн утарçăсен тимлĕрех, асăрхануллăрах пулмалла. Çуркунне енне кайсан вĕлле хурчĕсем шавлама пуçлани вĕсен апачĕ пĕтнине пĕлтерет. Чăннипе вара рамăсем çинче апачĕ пур, анчах вăл хытса ларнипе ăна вĕсем çиеймеççĕ, вара выçăпа вилме пултараççĕ.   Ăнланмалларах каласан, кĕркунне тĕрĕслев тунă чухне утарçă апачĕ çитет тесе шутлать. Анчах та вăл апат шутĕнчен пичетленĕ пыла уçаççĕ, вĕлле хурчĕсем фруктозăна çисе яраççĕ, хытса кайнă пылра глюкоза нумай пулнипе çиеймесĕр вилме пултараççĕ. Уйрăмах рапс, хĕвелçаврăнăш пылĕсем хĕл каçнă вăхăтра начар апат шутланаççĕ. Ун пек вĕллесене лайăх пыл е канди парса пулăшмалла, вилесрен хăтарса хăвармалла.

2022 çулта эпир «Известные пчеловоды Чувашской Респуб- лики» кĕнеке пичетлесе кăлартăмăр. Унта Чăваш Енри паллă утарçăсене кĕртнĕ, вăл шутра наукăсен икĕ докторĕн, икĕ кандидачĕн ĕçĕсене те пичетленĕ. Кăçалхи январĕн 26-мĕшĕнче Патăрьелĕнче «Помоги пчеле» ятлă утарçăсен Пĕтĕм тĕнчери 8-мĕш форумĕ пулать. Канашлу культура çуртĕнче Советски урамĕнчи 6-мĕш çуртра ирхине 9 сехетре пуçланать.  Унта Швейцари тата Беларусь çĕршывĕсенчен хăнасем килме палăртнă. Çавăн пекех пысăк канашлăва Ульяновск, Чулхула, Пенза, Иваново облаçĕсенчен, Мари Эл, Мордва, Тутарстан  республикисенчи специалистсем килеççĕ. Кун пек пысăк канашлу  пандеми пулнипе икĕ çул иртеймерĕ. Çав канашлăва хамăр республикăра пурăнакан утарçăсем хастар хутшăнасса шанатпăр. Унта пирĕн хурт-хăмăрçăсен пĕр-пĕринпе курса калаçма, тĕрлĕ ыйтусене  сӳтсе явма, çĕннине нумай пĕлме май пулĕ.

Н.ПИРОЖКОВ,

 зоотехник-консультант, ЧР Ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *