Украинăри çар операцине хутшăнакансене ентешсем чылай пулăшу кӳреççĕ.
Акă, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлӳ пухакансемпе педагогсем блиндажсенче усă курмалли çуртасем хатĕрлеме пуçланă. Асăннă çуртасемпе салтаксем палаткăсенче ăшăнма, апат пĕçерме, тумтире типĕтме усă курĕç.
Çавăн пекех салтаксене сивĕ çанталăкра ăшă пултăр тесе Йăлмахва ялĕнче пурăнакан Елизавета Рыжова чылай ăшă чăлха çыхнă. 92 çулта пулсассăн та кинемей пулăшу кӳрес тесе тăрăшать, чăлхасем çар операцине хутшăнакансене сивĕ çанталăкра ăшăтасса шанать.
Хирти Мăнтăрти Герман Крылов салтаксем валли 60 килограмм пыл панă.
Аслă Чурачăк ялĕн çынни Геннадий Пурлушкин та ырă ĕçрен айккинче юлман. Вăл мобилизациленисене валли 29 мăшăр ăшă атă-пушмакпа, 70 мăшăр чăлхапа, атă ăшне хумалли 130 мăшăр стелькăпа тивĕçтернĕ.
Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕнче вара пурте пĕрле кар тăрса çар операцине хутшăнакансем валли тимĕр кăмакасем ăсталанă. Вĕсемпе апат пĕçерме те, тум-тире типĕтме те, палаткăсенче ăшăнма та меллĕ пулĕ.
Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн çыннисем вара нумаях пулмасть çеç салтаксем валли каçхине курма пулăшакан тепловизорсем туяннăччĕ. Çак кунсенче вара çак ĕçе вĕсем тепĕр хут пурнăçларĕç. Ырă кăмăллă çынсем укçа-тенкĕ хывса салтаксем валли кирлĕ аппарат туянчĕç.
Чĕчкен ял тăрăхĕнчи хастар ентешсем салтаксем валли «УАЗ» автомашина, тепловизор, апат-çимĕç, тумтир тата ытти кирлĕ япаласем туянма вăй çитернĕ. Вĕсене салтаксем патне ăсатнă та.
Çавăн пекех аса илтерсе хăваратпăр, районти суту-илӳ точкисенче çар операцине хутшăнакансене пулăшу кӳрес тĕллевлисем валли «Салтак карçинккисем» вырнаçтарнă. Кăмăл пуррисем мобилизаципе кайнисене валли карçинккасене тĕрлĕ кирлĕ япала, апат-çимĕç туянса хума пултараççĕ.
Районта çынна пулăшакан, яланах алă тăсса паракансем пурăнни савăнтарть. Пурте пĕрле кар тăрса Çĕнтерĕве çывхартасчĕ.
А.Мариян хатĕрленĕ.