Пятница, 19 апреля

Яланах яваплăха туйса ĕçленĕ

Яланах яваплăха туйса ĕçленĕ

«Комсомольскинчи сельхозтехника» предприяти тухăçлă  ĕçлеме пăрахнăранпа вăхăт аванах иртнĕ пулин те, ун çинчен паянхи кун та ырăпа çеç асăнаççĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл ял хуçалăх тата техника кадрĕсем хатĕрлекен чăн-чăн «тимĕрçĕ лаççи» пулнă. Унта паян пирĕн тăрăхра тĕрлĕ çĕрте тăрăшакан çĕршер çын хăйсен пĕрремĕш утăмĕсене тунă. Комсомольски ялĕнче пурăнакан А.В.Совинăн ĕç биографийĕ те çав предприятирен пуçланнă.

Анатолий мĕн ачаранах ĕç çумне çыпçăнса ӳснĕ. «Атте пире, ачисене, пушă лартман. Çуллахи каникул кунĕсенче эпир «Комсомольский» совхоз хирĕсенче вăй хунă. 1978 çулта, совхоз районти пĕтĕм хуçалăхпа пĕрле  мăйракаллă шултра выльăх самăртмалли пысăк комплекс тунă вăхăтра, çу кунĕсенче унта ĕçлерĕмĕр. Силос-сенаж шăтăкĕсене бетонпа хытарса çирĕплетнĕ çĕрте тăрăшрăмăр. Атте çирĕп ыйтнишĕн ăна пĕрре те ӳпкелеместĕп. Пире мĕн  пĕчĕкрен яваплăха туйма вĕрентнĕ вăл», — тет халĕ Анатолий Витальевич.

Вăтам шкул пĕтерни çинчен аттестат илнĕ хыççăн  А.Совин тӳрех «Сельхозтехника» предприятие ĕçе вырнаçать. Кунта ĕçленĕ чухнех слесарь специальноçне хăнăхать. Теори пĕлĕвне çийĕнчех практикăра çирĕплетсе пырать. Икĕ çул Байкал тăрăхĕнчи çар округĕнче службăра пулнă хыççăн  каллех çак предприятиех таврăнать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çул сенче районти юсавпа техника предприятийĕ пысăк вăйпа аталанма пуçланă. Кунта çĕнĕрен-çĕнĕ юсав цехĕсем хута кайнă. Юсав ĕçĕсем ирттернĕ чухне вырăнти ăстасен тата инженерсен рационализаторла шухăшĕсене анлăн ĕçе кĕртме тăрăшнă. Анатолий Витальевич та çулсеренех ăсталăхне ӳстерсе пынă. Ӗçленĕ вăхăтрах куçăмсăр майпа ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ.

1990 çулсен пуçламăшĕнче çĕршывра ял хуçалăх предприятийĕсем çумĕнче хушма хуçалăхсем йĕркелес юхăм сарăлать. Пирĕн районти колхозсенче хуласенчи  тумтирпе ытти япаласем çĕлекен пысăк фабрикăсен филиалĕсене уçаççĕ. «Комсомольскинчи сельхозтехника» предприяти те айккинче юлмасть.  Кунта Ульяновскри çĕвĕ фабрикипе туслă çыхăну йĕркелеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, предприяти территорийĕнче çĕвĕ цехĕ уçăлать. Анатолий Совина мастер пулма çирĕплетеççĕ, снабженецра та ĕçлет вăл. «Малтанлăха 10 çын анчахчĕ. Кĕпе-йĕм кăна çĕлетчĕç. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн производствăна сарсах пытăмăр. Ӗç тумтирĕ, вырăн таврашĕ тата пысăкрах ытти япала çĕлеме тытăнтăмăр. Ӗçлекенсен йышĕ те 54 çынна çитрĕ», — аса илет халĕ Анатолий Витальевич. Чĕртавар, çĕвĕ машинисем валли запас пайсем тупас, хатĕр тавара вырнаçтарма килĕшӳсем тăвас тĕллевпе унăн тăтăшах çул çинче пулма тивнĕ. Районти ялсенче уçăлнă филиалсем ĕçлеме пăрахсан та, «Сельхозтехника» предприяти чылай вăхăт пахалăхлă продукци хатĕрлесе кăларнă. Çĕвĕ цехĕ нумай çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ.

Вăхăт малаллах шунă. Çĕршывра чылай улшăну пулса иртнĕ. Рынок экономики пысăк предприятисем умне те йывăрлăхсем кăларса тăратнă. Нумай вăхăт пĕр чăрмавсăр ĕçленĕ çыхăнусем татăлнă, ял хуçалăх отраслĕнчи пурнăç та кăткăсланнă. «Сельхозтехника» предприяти тытăмне, ятне тĕрлĕрен улăштарнă пулин те, рынок хутшăнăвĕсене чăтайман, вăйне çухатнă. Пысăк квалификациллĕ специалист А.Совин 30 çула яхăн ĕçленĕ предприяти территорийĕнчех вырнаçнă «Газпром газораспределение Чебоксары» АОн Канашри филиалĕн Комсомольскинчи газ участокне ĕçе вырнаçать. 2008 çултан унта вăл слесарьте тăрăшма пуçлать. Ертӳçĕсем ун пирки ырласа çеç калаçаççĕ, хăйĕн ĕçне пĕлсе тата пахалăхлă пурнăçланине палăртаççĕ. Мĕн çамрăкранах тытнă ĕçе пĕтĕм яваплăха туйса тума хăнăхнăскер, кунта та пысăк пултарулăхпа палăрса тăнă.

Хастар ĕçшĕн Анатолий Витальевич чылай наградăна тивĕçнĕ. Вĕсенчен пахараххи — çывăх çынсен юратăвĕ, тус-юлташĕсен хисепĕ. Мăшăрĕпе, Любовь Михайловнăпа пĕрле, вĕсем икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.

А.Совинăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 40 çулран та иртет. Пĕтĕм пурнăçĕ вара тĕпрен илсен «Сельхозтехника» предприятипе тачă çыхăннă. Кунта вăл техникăна юсас вăрттăнлăхсене алла илнĕ, ăсталăха ӳстерсе пынă. Малашне те ăнăçусем пулччăр унăн.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *