Четверг, 21 ноября

Саккунлăхшăн тăрăшасси —  тĕп тĕллев

Саккунлăхшăн тăрăшасси —  тĕп тĕллев

Шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсен  тĕп тивĕçĕ çынсем саккунсене пăхăнса пурăнччăр, йăнăш çул çине ан  тăччăр, вĕсен прависене ан пăсчăр тесе тимлесси пулса тăрать. Преступлени пулсан  ăна тĕпчеме, айăплисене çийĕнчех йĕрлесе тупса палăртма тăрăшаççĕ йĕрке хуралçисем. Пĕлтĕр ку енĕпе пирĕн районта  лару-тăру мĕнле пулнă-ха? Кунпа  РФ ШӖМĕн Чăваш Республикинчи муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ А.Алексеев паллаштарать.

Иртнĕ çул пирĕн пата тĕрлĕ ыйтусемпе 2970 заявлени килнĕ. Вĕсене пăхса тухса кирлĕ мерăсем йышăнма тăрăшнă.

 Преступленисен  шучĕ виçĕмçулхинчен 1,4 процент   ӳснĕ (139 вырăнне 141). Вĕсенчен ытларахăшĕ  ют пурлăха вăрланипе (83), вĕлерессипе хăратнипе (39), асаплантарнипе (25) çыхăннă. Тишкерсе пăхсан,  Тукай (10 вырăнне 20), Асанкасси, Кайнлăк (иккĕшĕнче те 1 вырăнне 4), Комсомольски (58 вырăнне 62), Элпуç (7 вырăнне 9), Александровка (7 вырăнне 10) ял тăрăхĕсенче преступлени тăвасси ӳсни палăрать, ытти çĕрте чакнă е пĕр шайрах юлнă. Иртнĕ çул çын вĕлернипе, вăрă-хурахла тапăннипе, ирĕксĕрлесе укçа ыйтнипе çыхăннă преступленисем пулманнине палăртма кăмăллă.

Йĕрке хуралĕнче тăрăшакансен ĕçĕ-хĕлĕн тĕкĕрĕ вăл — преступленисене уçса панин шайĕ. Пĕлтĕр çын сывлăхне йывăр сиен кӳнĕ, пĕлсе тăрса çăмăл сиенленĕ, хĕнесе пĕтернĕ, асаплантарнă, вĕлерессипе хăратнă, çаратнă тăслĕхсене 100 проценчĕпех уçса панă. Унчченхи çулсенче тунă преступленисем пирки те, хĕç-пăшалпа, наркотиксемпе саккуна пăсса усă курнине тĕрĕслесе тăрассипе те, тарса çӳрекен преступниксене шыраса тупас тĕлĕшпе те ĕçленĕ.

Иртнĕ çул экономикăпа çыхăннă 17 преступлени тупса палăртнă. Коррупцие хирĕç тăрас тĕлĕшпе ĕçлесе 7 преступление учета илнĕ.

Саккуна пăснине хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе вăхăтра профилактика ĕçĕсем пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе çине тăрса тăрăшнă. Çакăн усси пурах.

Çул çитмен ачасем хушшинче преступлени тăвасси ӳсменни те савăнтарать. Виçĕм çул та,  пĕлтĕр те вĕсем тунă икĕ преступление регистрациленĕ. Çав вăхăтрах çул çитмен ачасем  административлă йĕркене пăснă пирки протоколсем çырма та тивнĕ, 28-ăшне  явап тыттарнă.

Маларах судпа айăпланнисем тепĕр хут кукăр çул çине ан тăччăр тесе те  ĕçлеме тивет. Нумая пулмасть тĕрмерен тухнисем çине уйрăмах тимлĕх уйăратпăр, вĕсене асăрхасах тăратпăр.

Пирĕн район территорийĕнче ют çĕршывран килнĕ 88 çын учетра тăрать. Вĕсем Раççей саккунĕсене пăсасран ăнлантару ĕçĕсем тăватпăр. Шел пулин те, çавсем хушшинче те административлă право йĕркине пăснă 22 тĕслĕх тупса палăртнă.

Видео-сăнав оборудованийĕпе усă курни право йĕркисене пăснине хăвăрт асăрхаса çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăнма май парать. Çапла вара видеокамерăсем пулăшнипе пĕлтĕр 1 преступление уçса пама, право йĕркине пăснă 20 тĕслĕхе тупса палăртма май килнĕ.

Банк карттисемпе, телефонсемпе, интернетпа усă курса укçа-тенкĕ вăрланă тĕслĕхсем ӳсменни палăрать пулин те, ку лăпланса лармаллине пĕлтермест. Çав-çавах ултавçăсен «серепине» çакланакансем пур-ха. Çавăнпа пурне те асăрхануллăрах пулма ыйтатпăр.

Çул çине автотранспорт хатĕрĕн рулĕ умне ӳсĕрле ларса тухакансем пурри пăшăрхантарать. Йĕркене пăсакан водительсене пирĕн инспекторсем пĕрре мар чарса административлă явап тыттарнă. Анчах та çав-çавах ун пек тĕслĕхсем пулаççĕ. Ӳсĕр водительсен айăпĕпе пĕлтĕр 5 авари пулнă. Çуран çӳрекенсене те çул çинче тимлĕрех пулма ыйтас килет.

Пĕтĕмĕшле илсен мĕн калама пулать-ха; Пирĕн уйрăмри  йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем  иртнĕ çул хăйсен ĕçне кирлĕ пек туса пыма тăрăшнă. Анах та мĕн тунипе çеç çырлахмалла мар. Профилактика ĕçне вăйлатмалла, преступленисене хăвăртрах уçса парас  тесе тăрăшмалла… Пĕр сăмахпа каласан, яланхи пекех, çынсен тăнăçлăхĕпе лăпкăлăхĕшĕн тăрăшмалла, саккунлăха, йĕркелĕхе сыхламалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *