Пятница, 26 апреля

Спорта парăннă çын

Спорта парăннă çын

Ачаран спорта юратса çитĕн- нĕ çын ĕмĕр тăршшĕпех унпа туслă юлать. Урмаел ялĕнче çуралса ӳснĕ Фидаиль Рахимзянов та мĕн пĕчĕкренех йĕлтĕрпе чупма юратнă, ушкăн вăййисене кăмăлланă. Малалла та хăйĕн пурнăçне физкультурăпа тачăрах çыхăнтарас тĕллевпе вăл Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн Фидаиль Гадельянович Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче ачасене физкультура предметне вĕрентет. Вăл ĕçленĕ çулсенче ку шкул ачисем уйрăмах йĕлтĕр спорчĕ енĕпе çитĕнӳсем тăваççĕ. Районта иртекен ăмăртусенче малти вырăнсем çĕнсе илеççĕ.

Урмаел вăтам шкулĕнче вăй хунă çулсенче те ачасене спортпа туслаштарас енĕпе педагог чылай ĕç тăвать. Унти вĕренекенсен команди спортăн чылай енĕпе районта палăрать. Паянхи кун та вăл спортпа çывăх тăрать. Ачасемпе çамрăксенчен командăсем йĕркелесе тĕрлĕ ăмăртусене тăратать. Акă, кăçал вăл хатĕрленĕ «Урмай» команда Раштав уявĕ ячĕпе иртнĕ районти турнирта 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Çак кунах Ф.Рахимзянова республикăра Олимп юхăмне сарас тата физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Раççей  Олимп комитечĕн Хисеп грамотине парса чысланă. РФ Олимп комитечĕн председателĕ С.Поздняков алă пуснă наградăна Комсомольски муниципаллă округăн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Ю.Н.Митюков савăнăçлă лару-тăрура панă.

Фидаиль Гадельяновича çак награда  малашне те муниципаллă округра спорта аталантарас ĕçре çине тăрса ĕçлеме хавхалантарĕ.

Г.Юрьев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *