Суббота, 7 сентября

Кĕнекесем кăлараççĕ

Кĕнекесем кăлараççĕ

Кăçал Паллă ентешсен çулталăкĕ пулчĕ. Çавăнпа та район администрацийĕн архив служби ку енĕпе чылай ĕç туса ирттерчĕ. Тĕрлĕ сферăра ырă ĕçсем туса палăрнă ентешсем çинчен калакан документсене шыраса тупас, вĕсене халăх патне çитерсе паллашма май парас тесе тăрăшрăмăр. Хамăр районта çуралса ӳснĕ çынсем те хăйсене кун çути парнеленĕ тăрăхра пурăнакансем пирки документсем пуçтарчĕç. Вĕсене пĕлсе вырнаçтарса кĕнекесем кăларма пултарчĕç.

Акă, декабрь уйăхĕнче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче А.А.Поляковăпа П.Ф. Яковлев хатĕрлесе кăларнă «Степное Яниково (История деревни)» кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Унта халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Кĕнекене сӳтсе явса хаклама Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Е.Ефремов, Чăваш халăх академикĕ, çыравçă, фольклорист Эдисон Патмар, авторсен юлташĕсемпе çывăх çыннисем, районти библиотекăра ĕçлекенсем хутшăнчĕç. Ку издание хатĕрленĕ чухне Антонина Алексеевна Раççей, Чăваш тата Тутарстан Республикисен патшалăх архивĕсен материалĕсемпе пĕрлех районăн муниципаллă архивĕнчи документсемпе те усă курнă. Хирти Мăнтăр ялĕнче çуралса ӳснĕ А.Полякован ку кĕнеке пĕрремĕш мар. Унăн «Души моей уголок на правом берегу  Ерыклы» (2019 ç.), «Тăван ялăм чĕрери кĕтесĕм…» (2019 ç.), «Полевошептаховская средняя школа» (2020 ç.) кĕнекине вулакансем хапăлласах йышăннă. Презентаци вĕçленнĕ хыççăн Антонина Алексеевна район архивне В.Я.Григорьев краевед пуçтарнă Асанкасси, Тури Тимĕрчкасси, Çĕнĕ Мăрат, Тăманлă Выçли, Шурут Нурăс ялĕсен историйĕпе çыхăннă алăпа çырнă материалсем пачĕ.

Тăван тăрăх историйĕпе çыхăннă ĕçсем, паллах, пĕр 2022 çулта анчах пуçланман.  1990 çултан пуçласа ку енĕпе В.Я.Григорьев таврапĕлӳçĕ чылай ĕç тунă. Вăл тăрăшнипех 1999 çулта «Летопись с.Комсомольское и населенных  пунктов Комсомольского района ЧР» кĕнеке кун çути курнă. Çав çулах А.В.Григорьев, Ф.Я.Григорьев краеведсемпе пĕрле «На истоке Малой Булы» издани пичетлесе кăларнă. 2004—2006 çулсенче  5 кăларăмпа «Люди нашего района» ярăмпа районти тĕрлĕ отрасльсемпе çыхăннă кĕнекесем кăларнă. Комсомольски районĕн энциклопедийĕсене                  (2009 ç. тата 2011 ç.) хатĕрлес ĕçе  те хастар хутшăннă.

А.Г.Агафонов, Г.Н.Ксенофонтов, П.П.Таллеров тата ытти таврапĕлӳçĕсем те хăйсем кун çутине килнĕ ялсем пирки историллĕ материалсем пуçтарса кĕнекесем хатĕрленĕ. И.Н. Миронов краевед Турхан, Çĕнĕ Кипеç, Хирти Сĕнтĕр, Хирти Мăнтăр, Хирти Енел, Хырай Енел ялĕсенче пурăнакансен йăх йывăççисем çинчен калакан документсене район архивне пачĕ.

Паллă ентешсен çулталăкĕнче район архивĕ хамăрăн ентеш, Александровка ялĕнче çуралса ӳснĕ, Совет Союзĕн Геройĕ И.А. Кабалин çинчен кăтартса паракан документсен выставкине йĕркеленĕ. Унта паттăр хăй аллипе çырнă автобиографи, çырусем тата ун пурнăçĕ çинчен калакан ытти материалсем пулчĕç.

Район архивĕ кашни çулах хамăр тăрăхра çуралса ӳснĕ, ĕçленĕ, халăх çинче ырă ят çĕнсе илнисем пирки документсем пуçтарас, вĕсемпе халăха паллаштарас енĕпе ĕçлĕ.

В.Шингалова,

район администрацийĕн архив службин заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *