Воскресенье, 28 апреля

Хĕллехи спорт сезонне уçрĕç

Хĕллехи спорт сезонне уçрĕç

Иртнĕ вырсарникун Комсомольскинчи вăрман уçланкине йĕлтĕр  спортне юратакансем йышлăн килсе çитрĕç. Кунта шкул çулне çитмен ачасенчен пуçласа ветерансем таранах курма май пулчĕ. Вĕсене Олимп чемпионне, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне В.Воронкова асăнса ирттерекен йăлана кĕнĕ ăмăрту пуçтарчĕ.

Спортсменсене хĕллехи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова, «Кĕтне» ФСК директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан В.Х.Денисов, спорт ветеранĕ В.И.Пундяков саламларĕç, тупăшусенче ăнăçусем сунчĕç. Пурте ăмăртусенче çĕнтерӳсемшĕн ăнтăлчĕç.

2005—2006 çулсенче çуралнă хĕрсем хушшинче виçĕ малти вырăна Софья Осипова, Полина Порфенова, Анастасия Носкова, арçын  ачасенчен Вячеслав Кудрявцев, Максим Мышкин, Айназ Алимов çĕнсе илчĕç. 2007—2008 çулхи спортсменкăсенчен Диляра Сафьянова, Алиса Прокопьева, Карина Ильина, Диляра Алимова  малти вырăнсене алăран вĕçертмерĕç. Çак ӳсĕмрех Роман Кольцов, Семен Чебанин, Расиль Гайнуллов, Тимур Никитин çĕнтерӳçĕсен йышне кĕчĕç.

18 çултан аслăрах йĕлтĕрçĕсем хушшинче те кĕрешӳ çивĕч пулчĕ. Зуфар Тимаев финиша чи лайăх кăтартупа вĕçлерĕ. Владимир Калашниковпа Владимир Ильин иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Ветерансем те ăмăртура çамрăксенчен юласшăн пулмарĕç. Вячеслав Лаврушкин пĕрремĕш, Алексей Самаркин иккĕмĕш, Владимир Гаврилов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Спорт ветеранĕ Василий Пундяков чи аслисенчен финиша 1-мĕш çитрĕ. Çĕнтерӳçĕсем наградăсене тивĕçрĕç.

Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă кашни çын уçă сывлăшра пулса  вăрмантан хаваслă кăмăл-туйăмпа таврăнчĕ.

Д.Абулханова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *