Юбиляра саламларĕç

Юбиляра саламларĕç

Аслă Ҫĕрпӳел ялĕнче пурăнакан Ольга Владимировна Трофимова декабрĕн 19-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ.

Вăл çак ялтах çуралса   ӳснĕ. Ачалăхĕ унăн хаяр вăрҫăн йывăр вăхăтне лекнĕ. Амăшĕнчен вăл 5 ҫултах тăлăха тăрса юлнă. Ашшĕне вăрҫăн малтанхи кунĕсенчех фронта илсе кайнă.   1943 ҫулта вăл вăрҫă хирĕнче пуҫне хунă. Ҫамрăк хĕр ачана асламăшĕ пăхса ӳстернă. Çичĕ класс анчах вĕренме тӳр килнĕ ăна. Вăрҫă хыҫҫăнхи ҫулсенче колхозра тĕрлĕ ҫĕрте  ĕҫленĕ. Унтан 40 çул ытла  Аслă Çĕрпӳелĕнчи  участок больницинче санитаркăра тăрăшнă. Хăйне шаннă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Ертӳçĕсем те, чирлисем те унпа кăмăллă пулнă. Пултарулăхшăн Ольга Владимировна чылай наградăсене тивĕçнĕ.

1951 çулта çак ял каччипе  Алексей Антонович Трофимовпа çемье çавăрнă. Вĕсем хăтлă кил-çурт çавăрнă.  Тăватă хĕрпе  пилĕк ывăл ҫуратса пăхса ӳстернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел пулин те, Ульха аппан мăшăрĕ ҫӗре ир кӗнӗ. Йывăр хуйха хӗрарӑм ачисемпе йӑпанса, вӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнса чӑтса ирттернӗ. Халĕ унăн тĕпренчĕкĕсем  çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ. Тӑван киле тӑтӑш килсе ҫӳреҫҫĕ,  пӑхса ҫитӗнтернӗшӗн амӑшне  тав тӑваҫҫĕ. Вĕсем яланах ӑна юратнине, хисепленине пӗлтерме васкаҫҫӗ. Ульха  аппана унсӑр пуҫне 15 мӑнукӗ тата 14 кӗҫӗн мӑнукӗ савӑнтараҫҫӗ, пурӑнма вӑй-хал параҫҫӗ.

Нумай  ача ҫуратса ӳстернĕшĕн Ольга Владимировна «Амăшĕн хисепĕ» орденăн I-мĕш, II-мĕш, III-мĕш степенĕсене, тĕрлĕрен Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. ç ветеранне  вăрçă вăхăтĕнчи  тăрăшулăхшăн «1941_1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн»  медаль парса чысланă, юбилей медалĕсем те унăн чылай.  

Паянхи кун Ольга Владимировна кĕҫĕн хĕрĕпе пурăнать. Килти хуçалăхра тăрмашать, хур-кăвакал ӳстерме пулăшать. Хĕллехи вăрăм каçсенче алă ĕçĕ тума юратать, алса-чăлха çыхать.

Ольга Владимировнăна  çак сумлă юбилейпе Аслă  Çĕрпӳел ял тăрăхĕн   пуçлăхĕ  Александр Титович Орешкин саламларĕ. Вăл Раççей Президенчĕ В.Путин янă Тав çырăвне вуласа пачĕ, парнесем парса чысларĕ, çирĕп сывлăх, çемьере килĕшӳ, канлĕ ватлăх сунчĕ. Вырăнти культура ĕçченĕсем, йышлă  тăванĕсем юбиляра саламласа  хаваслă юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç.

Уяв вĕçĕнче Ольга Владимировна хăйне çакăн пек хисеп тунăшăн пурне те тав туса сывлăх сунчĕ.

А.Иванов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *